Çур ĕмĕр каялла вĕсем 20 çула та çитеймен каччă тата нумай пулмасть 19 çул тултарнă хĕр пулнă: пĕрремĕшĕ — Шăмалакран, тепри — кỹршĕ Яманчỹрел ялĕнчен. Хĕрĕ Шăмалакра çавăн пек шухă та чăрсăр каччă пулнине илткеленĕ, каччи вара çапла ĕçчен те маттур пике ỹссе çитни пирки тĕлленмен те… Çуллахи вăйăччен (аллă çул каялла шăмалаксемпе яманчỹрелсем пĕрлехи вăййа тухнă, çак йăла каярах, шел, пăчланнă)… 1973 çулхи Питраври вăйă карти вара вĕсен иккĕшĕн пурнăçне тĕпрен улăштарнă.
Каччăпа хĕрĕ çинчен пĕр-икĕ йĕркепе çырса кăтартар. Дмитрий Николаев, ялта ăна мĕн пĕчĕкрен Митюк тенĕ, амăшĕпе çеç ỹснĕ. Тата Анфиса аппăшĕпе Толя шăллĕ пулнă. 1973 çул… Митюк — салтакра. Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче унăн амăшĕ — Клавдия Дмитриевна — ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Вăрçăччен çуралнă Анфиса аппăшĕ ун чухне шкул пĕтерсе тăван ялтан тухса кайнă пулнă ĕнтĕ, çемье çавăрса Пушкăртстанра тĕпленнĕ. Килте çул çитмен Толя шăллĕ пĕччен юлнă. Çавăнпах Дмитрий Николаева вăхăчĕ çитмесĕрех хĕсметрен хăтарса килне яраççĕ — шăллĕне пăхмалла.
«Пурнăç тăвас тесен — авланмалла», — шухăш тытнă Митюк. Куçланă хĕрсем пулман мар, анчах улăм витнĕ çуртлă, вĕрлĕк хапхаллă тăлăха камăн-ха хăйĕн хĕрне качча парас килтĕр? Пĕри, тепри, виççĕмĕшĕ тиркенĕ Шăмалакри шухă каччăна… Çапла Питраври вăйă вăхăчĕ çитнĕ.
«Эпĕ ун чухне пĕтĕм шанăçа çухатнăччĕ ĕнтĕ, никам та мана качча тухасшăн мар. Хĕрĕсем килĕшсен те, ашшĕ-амăшĕ хирĕç», — аса илет халь Дмитрий Леонидович. Вара çамрăк йăхри сумлă ватă мучине вăййа илсе каять: «Каласам, тархасшăн, кама вăрлар арăм тума?». Хайхи мучи вăйă картинчи пĕвĕпе ыттисенчен кăштах лутрарах, тăпăл-тăпăл та вăтанчăк Валентина Беловолосова çине кăтартать те: «Çакна вăрла — унпа пурнăç тума пултаратăн», — тет.
«Вăл шухă каччă пулнине, çапăçма ăстине илтнĕ-ха, — шухăш çăмхине пуçлать Валентина Кирилловна. — Вăрласа кайрĕç. Ирхине анне килчĕ. «Мĕн тăвас?» — макăрса ятăм эпĕ. «Пĕр-пĕрне ăнланса пурăнсан çук çынпа та пурнăç тума пулать, пĕр-пĕрне ăнланмасан пуянпа та пурнăç тăваймăн», — терĕ мана анне. Вара качча тухма килĕшрĕм».
Çапла вара 1973 çулхи Питравран вĕсем улăм витнĕ çуртра пĕрле пурăнма пуçланă. Митюк ун чухне трактористра вăй хунă, Валентина та пĕрремĕш кунранах «Слава» колхоз ĕçне кỹлĕннĕ. Тата икĕ çултан вĕсем таврана тĕлĕнтерсе Шăмалак ялĕнче пĕрремĕш кирпĕч çурт туса лартнă — ялтан тухса курнă çынсем хулара та район центрĕнче çеç курнă силикат кирпĕчĕнчен купаласа.
Пилĕк ывăл çитĕнтернĕ вĕсем (шел, иккĕмĕшĕ Андрей чĕрин хавшаклăхне пула çамрăклах çĕре кĕнĕ). Асли Владислав — паян чăваш литературинче тата журналистикинче самай палăрнă çыравçă, драматург, юптаруçă. Унăн пьесисемпе чăваш театрĕсем 8 спектакль сцена çине кăларнă, вăл 10 кĕнеке авторĕ. Унăн пултарулăх ĕçне пысăка хурса хакланă: Владислав Николаев — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ, Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн Çемен Элкер, Л.Ильин, Н.Никольский премийĕсен лауреачĕ. Павел Питĕр хулинче участковый пулса вăй хурать, майор, тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ. Сергей — строитель, мĕн çамрăкранах Мускава хитреленме пулăшать. Кĕçĕнни Эдуард çар ĕçне суйласа илнĕ, «Росгвардире» хĕсметре тăрать. Çурçĕр Кавказ, Сири, халь акă Украинăри ятарлă çар операцийĕ — ашшĕ-амăшĕн пăшăрханмалли тупăнсах тăрать. Чылай медальпе чыслав палли унăн, икĕ эрне каялла тепĕр патшалăх награди хушăнчĕ — Эдуард Николаева Жуков медалĕпе чысланă.
Николаевсен килĕнче яланах ача-пăча нумай пулнă. Маларах — хăйсен ывăлĕсем çумне çуллахи каникула Чĕмпĕрте, Питĕрте, Чулхулара пурăнакан шăллĕсемпе йăмăкĕн ачисем хушăннă, аслисем те отпускне ялтах ирттернĕ. «Апата ирлĕ-каçлă хуранпа пĕçереттĕмĕр», — кулса аса илеççĕ Валентина Кирилловнăпа Дмитрий Леонидович. Паян та йышлă вĕсен килĕнче: вунă мăнук парнеленĕ вĕсене ывăлĕсемпе кинĕсем, çулла пурте тенĕ пекех вĕсем (чи вĕтти, утайманни, çеç килеймест-ха) аслашшĕпе асламĕшĕ патне канма килеççĕ. Мăнукĕсемпе те савăнмалли пур, аслисем иккĕшĕ те М.Ломоносов ячĕллĕ Мускаври патшалăх университетĕнче вĕренеççĕ.
50 çул… Савăнмалли нумай пулнă çак хушăра, кулянни-пăшăрханни те пулман мар. «Савăт-сапа шакăртатмасăр пулмасть», — тенĕ ваттисем, Николаевсен те пулнах вăл. «Ялти пĕрремĕш вăйçă авлансан та туй-çуя çỹреме пăрахмарĕ, юлташĕсем чĕнетчĕç те тухса утаттăмăр, — кулса аса илет Валентина Кирилловна. — Эх, тăсать те тăсать хуткупăсне, туй арăмĕсене пĕр канми ташлаттарать, хăй те вĕсемпе пĕрле çăмăллăн тĕпĕртетет. Ун чух тин пĕрлешнĕ çеç, «Митюк, атя киле каятпăр», — тетĕп. Вăл ман енне çаврăнчĕ те: «Эс кай», — тесе хучĕ. Макăра-макăра утатăп килелле. Çула май амăшĕн аппăшĕ патне кĕрсе евитлесе пама шухăшларăм. Çĕрлене пăхмасăр шаккаса вăратрăм, кĕтĕм, пысăк аппана макăра-макăра Митюк мĕн тери киревсĕр хăтланни çинчен калатăп. Пысăк аппа итлесе пĕтерчĕ те мана, «Кинĕм, килне кайса çывăрах, килти выльăх килех таврăнать», — тесе хучĕ. Вĕсем патĕнчен тухрăм та тата хытăрах йĕрсе ятăм…»
Иртни çинчен каласа панине итлесе ларатăн та — çавах савăкки ытларах пулни туйăнать. Пĕрне-пĕри пỹлсе аса илеççĕ Валентина Кирилловнăпа Дмитрий Леонидович: упăшки çамрăк арăмне икĕ ачипе пăрахса çар хĕсметне тепĕр хут тăнине, ачисене хăварса Питĕр, Чулхула, Волгоград, ытти хуласене курма кайса çỹренисене каласа панă чух кулса вилме пулать, çурт хăпартнине, уйрăмах малтанхи çулсенче мĕн тери нушаллă пурăннине аса илнĕ самантсенче шухăша путатăн…
«Пĕр-пĕрне ăнланса пурăнсан çук çынпа та пурнăç тума пулать, пĕр-пĕрне ăнланмасан пуянпа та пурнăç тăваймăн»… Амăшĕн сăмахĕсем тỹрре тухнă: пĕр-пĕрне ăнланса, каçарса пурăннă вĕсем. Йăхри сумлă ватă та витĕр курса тăнă ун чухне: çапла, пĕвĕпе ыттисенчен кăштах лутрарах, тăпăл-тăпăл та вăтанчăк Валентина Кирилловнăпа пурнăç тунă Дмитрий Леонидович. Амăшĕнчен ал-ĕç ăсталăхне çеç мар, пурнăç ăс-тăнне те ăша хывнă хĕрарăм çемье пуçне унăн шанчăклă мăйĕ пулса пур енĕпе те пулăшса пынă. Арçынна, чăнласах та, 1973 çулхи Питраври вăйăра питĕ ăннă — тĕрĕс мăшăр суйласа илни пурнăçне лайăх пурăнса ирттерме пулăшнă, пулăшать те.
Ф.ЧЕРНОВ.
Сăн ỹкерчĕкре: Николаевсен пысăк çемйи: Валентина Кирилловнăпа Дмитрий Леонидович
ывăлĕсемпе тата мăнукĕсемпе.