Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Хĕмлентерет «Хĕлхем»

Хĕмлентерет «Хĕлхем»

Кивĕ Эйпеçри культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ хĕрарăмсен «Хĕлхем» ансамблĕн «кун-çулĕ» çырăнма пуçлани те çулталăк ытла кăна-ха. Ĕçĕ вара — мăнаçланмалăх.

Елчĕкри вăтам шкулта директор советникĕ пулса ĕçлекен Татьяна Сусметовăна вулакана паллаштарни ытлашши те мар-и? Пуçаруллă, харсăр, ялан çĕннине шыракан тата пурнăçа кĕртекен педагога пĕлмен çын çуках округра. Вăй-халĕ те, чăннипех, иксĕлми унăн. Вĕренỹ тапхăрĕнче ачасемпе тата вĕрентекенсемпе куллен тĕрлĕ ыйтăва татса памалла. Ĕç кунĕ кунпа вĕçленмест Татьяна Федоровнăн. Каçсерен ялти культура çуртне васкать, кунта ăна хăйĕн пекех юрра-ташша юратакан, илемлĕхе хаклама пĕлекен тантăшĕсем кĕтеççĕ. Вĕсемпе тахçанах пĕр чĕлхерен вăл. Хăшĕ-пĕринпе ялти шкул хупăничченех юнашар ĕçленĕ те.

Шкул хăйĕн алăкĕсене ĕмĕрлĕхе хупни вара чун-чĕрере ырату çуратмасть мар. Кивĕ Эйпеç шкулĕпе хăйсен пурнăçне çыхăнтарнисем алă усман, чунри пушăлăха «хуплас» тĕллевпе сцена çине тухнă. Пуçаруçи, паллах, Татьяна Сусметова общественник…

Паян «Хĕлхем» ансамбль туллин йĕркеленсе çирĕпленнĕ коллектив. Педагогика ĕçĕн ветеранĕсемсĕр пуçне унта ял хуçалăх, суту-илỹ, суд тата ытти тытăмра тăрăшакансем те канăçлăх тупнă. Хăйсем тĕллĕн вĕреннĕ артистсене — Татьянăпа Нил Сусметовсене, Юрипе Любовь Алексеевсене, Елена Григорьевăна, Галина Ивановăна, Раиса Васильевăна, Людмила Антоновăна, Валентина Еремеевăна, Маргарита Шекеровăна, Людмила Теллинăна, Авелина Сорокинăна, Валерипе Татьяна Казаковсене, Кирилл Петрова, Галина Никифоровăна, Дмитрий Чернова таврара аван пĕлеççĕ халĕ. Туслă коллектив округри ялсемпе çеç çырлахмасть, хăйĕн географине анлăлатсах пырать: Патăрьел, Красноармейски округĕсенчи, Тутарстанри ялсенче те куракансене кăмăла çĕклекен, чуна пырса тивекен юрă-сăвăпа сахал мар тыткăнланă. Репертуар ташăсемпе, сценкăсемпе, шỹтсемпе те пуян. Тĕрлĕ жанрлăха пăхмасăр концертсенче патриотлăха, чăваш халăх йăли-йĕркине мала хуни палăрать.

«Хĕлхемсен» пултарулăхĕ концертсемпе кăна çыхăнман. Вĕсем ертỹçĕпе пĕрле культура çуртĕнче ял халăхĕ валли тĕрлĕ уяв йĕркелеççĕ, акцисене, субботниксене активлă хутшăнаççĕ. Ялта, акă, çĕнĕ çемье чăмăртаннă та, ушкăнпа пуçтарăнма мехел çитерсе саламлас тенĕ. Кирилпа Анастасия Сынковсене (сăн ỹкерчĕкре) çепĕç юрă-кĕвĕ парнеленĕ, пурнăç çулĕпе юратупа килĕшỹре утма ырă суннă вĕсем. Ялти кану паркĕнче çемье гимнĕ янăранă май, çамрăк мăшăр унта туя йывăççи лартса хăварнă.

Куратпăр, тĕрлĕ енĕпе хĕмлентерет «Хĕлхем». Унăн тивлечĕпе культура вучахĕ малашне те вăй илсе ялтăрасса шанас килет.

Николай ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code