Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кая юлас марччĕ

Кая юлас марччĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун администраци, территори пайĕсен тата учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе черетлĕ канашлу ирттерчĕ. Унта тишкернĕ виçĕ ыйту та вулаканшăн усăллă пулма кирлĕ.

Муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова цифра трансформацийĕ çине таянса пĕлтерĕшлĕ муниципаллă пулăшусене электронлă майпа пурнăçлассипе паллаштарчĕ. Çак енĕпе МФЦ, патшалăх е вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, патшалăх тата муниципаллă пулăшусен порталĕ тивĕçтереççĕ. 2022 çулта пирĕн округпа пĕрлехи портал урлă пулăшу илесси 24,88 процентпа танлашнă. Ку тĕлĕшпе эпир, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкара шута илмесен, Вăрнарсемпе Патăрьелсем хыççăн — 3-мĕш.

Хăв пурăнакан е ĕçлекен вырăнтан тухмасăрах электронлă майпа пулăшу илни чылай енчен меллĕ: вăхăт тата укçа-тенкĕ перекетленет, тĕрлĕ консультаци илме пулать, коронавирус инфекцийĕ иртсе кайманнине шута илсен те питĕ вырăнлă.

Муниципалитет округĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Ирина Теллина 2022 çулта округăн пĕрлештернĕ бюджечĕ епле пурнăçланнипе паллаштарчĕ. Тупăш тĕлĕшĕпе вăл 100,5 процентпа танлашнă. Налук тата налук мар тупăш 2021 çулхинчен 14,3 процент ытларах пулнă. Уйрăм çынсенчен налук пуçтарасси те ỹснĕ — 12,6 процент. Территори пайĕсемпе уйрăммăн тишкерсен тупăш пайĕ 47,4 процента е 49696,2 пин тенке çитнĕ.

Бюджета налук кĕресси пĕтĕм территори пайĕпе те ăнăçлă пыни палăрать: кăтарту вăтамран — 119,7 процент. Çав вăхăтрах пурлăх налукĕ пуçтарассипе Курнавăшсемпе Аслă Елчĕксен, çĕр налукĕ енĕпе Аслă Пăла Тимешсемпе Тăрăмсен малалла туртăнни кирлĕ.

Кая юлса каю ан шăттăр тесен налук пухас ĕçе куллен йĕркелесе пымалла.

Пенси фончĕн Елчĕкри клиент службин пуçлăхĕ Владимир Егоров хăй ертсе пыракан сферăри ĕç-хĕле уçăмлатрĕ. Паянхи кун тĕлне округра 6898 пенсионер шутланать. Вĕсен чи пысăк пайĕ (483) социаллă пенсипе çыхăннă. Страхланă пенси çирĕплетнĕ хыççăн ĕçлекен пенсионерсен йышĕ — 10,76 процент. Пĕлтĕр, 2021 çулхипе танлаштарсан, пенсионерсен шучĕ 120 çын чакнă. Клиент службине иртнĕ çул пĕтĕмпе 5536 çын тĕрлĕ ыйтупа тухнă. Унта та электронлă майпа çыхăннине хапăл тăваççĕ…

Канашлура ялсенче граждансен пухăвĕсем иртсе пыни пирки те калаçу пулчĕ. Вĕсене яваплă должноçри çынсем кашниех хутшăнма тивĕç. Пĕр ыйту та хуравсăр юлмалла мар.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code