Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Малашлăх – мал ĕмĕтлĕ ертỹçĕсен аллинче

Малашлăх – мал ĕмĕтлĕ ертỹçĕсен аллинче

Округри шкулсем çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленсе çитнине тĕрĕслеме ятарласа çирĕплетнĕ ушкăнсем хальхинче те пысăк яваплăхпа хутшăнчĕç. Вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн аслă методисчĕ Сергей Скворцов ертсе пынă ушкăн А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕпе Ырсамайри Спорт шкулĕнче, Елчĕкри «Солнышко», «Чебурашка» ача сачĕсенче, Курнавăшри, Çĕнĕ Пăвари тата Аслă Елчĕкри вăтам шкулсенче пулса курчĕç.

Хальхинче комисси йышĕнче апат-çимĕç блокĕнче санитарипе гигиена йĕркисене епле пăхăнса ĕçленине хак парассин тĕлĕшпе яваплă Роспотребнадзор тата пушар хурал пайĕн ĕçченĕсем пулмарĕç. Вĕсем комиссирен те маларах шкулсене çитсе курма ĕлкĕрнĕ. Мĕншĕн тесен ку чухне çитменлĕхсене тата маларах – ачасем парта хушшине вырнаçса лариччен пĕтерме ытларах вăхăт юлнине шута илнĕ. Полици уйрăмĕн, газ хуçалăхĕн ĕçченĕсем те тỹрремĕн хăйсен тỹрĕ тивĕçĕпе çыхăннă ыйтусене пĕтĕмĕшле илсен, малтанах уçăмлатнă. Халь вĕсен çакăн пирки комисси членĕсен умĕнче лару-тăрупа паллаштармалли анчах юлать. Тĕрĕссипе каласан, вĕренỹ тытăмĕнче вăй хуракансем ятарлă службăсем хутшăннипе тĕрĕслевсем ирттернипе хăйсем те кăмăллă:

– Вĕренỹ тытăмĕнчи лару-тăрăва хак панисĕр пуçне, çакă пĕтĕмĕшле йĕркелĕхе те хăнăхтарать, – теççĕ вĕсем пурте. Кашни çул тенĕ пекех çак комисси йышĕнче пулма тивнĕрен, çакна эпир те çирĕплетсех калама пултаратпăр. Çак вăхăтра вĕсем пурте ачасене шкулта кĕтсе илме хатĕрленсе тĕрлĕрен ĕçсене пурнăçлаççĕ. Эпир чи малтан пулса курнă «Солнышко» ача сачĕн территорийĕ те, калиткене яри уçса ярсанах, хăйĕн хăтлăлăхĕпе тыткăнларĕ. Йĕри-тавра тирпейлĕх хуçаланать, кашни кĕтесре куçа йăмăхтаракан илемлĕ чечексем çеçке çурнă, ача-пăчана йăпатса вылятмалли хатĕрсем те (вĕсенчен чылайăшне шăпăрлансен ашшĕ-амăшĕсен пуçарăвĕпе тунă) темĕн тĕрли те пур. 18 çынна пĕрлештерсе тăракан коллективра шкул çулне çитичченхи ачасене тивĕçлĕ воспитани парса тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерессишĕн чун-чĕре ăшшине парса тăрăшнисĕр пуçне, çурта, территорие хăтлăх кỹресси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Малтан Çĕнĕ Пăвари «Илем» ача садĕнче те заведующи пулса ĕçленĕ Светлана Кудряшова коллектива ăнăçлă ертсе пырать.

Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул коллективĕ пирки мал ĕмĕтлĕ, хастар та хыт утăмлă вĕрентекенсене пуçтарнă, тейĕн. Ĕнер, паян мĕн тунипе анчах лăпланса ларакан йышшисем те мар вĕсем. Вĕренекенсем хутшăннипе стенасем çинче тĕрлĕрен стендсем калăплассипе те Çĕнĕ Пăвасем пуçаруçă, ыттисемшĕн тĕслĕх пекех пулса тăчĕç. Чăваш Республикин вĕренỹ министрĕ Дмитрий Захаров та иртнĕ кунсенче округра ĕçлĕ визитпа пулнă чухне çак шкула çитсе курсан хăй тĕлĕннине пытарман:

– Хулари хăш-пĕр шкулсем сирĕнпе танлашаймаççĕ, – тенĕ вăл Диана Турхан директора малашнехи ĕçре ăнăçу сунса.

Çак сăмахсем çумне урăх мĕн хушса калăн? Диана Турхан – пуçаруллă, анлă тавракурăмлă çамрăк ертỹçĕ пулнине хăйĕн кулленхи ĕçĕпе çирĕплетсе парать. Унсăр пуçне, хальхи вăхăтра кунта вĕренỹ министерствинчен уйăрса панă укçа-тенкĕпе усă курса шкул территорине хăтлăлатас тĕллевпе анлă ĕçсем (контракт хакĕ – 17 799 149 тенкĕлĕх) йĕркелесе янă. Пытарма кирлĕ мар, никам хута кĕмесĕрех пуçăнайман çак ĕçе. Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралса ỹснĕ Викторовсен ачисем – Олегпа Владимир, Ольга республика шайĕнчи витĕм кỹме пултаракан должноçсенче ĕçленĕ май тăван шкул, тăван ял пуласлăхĕшĕн сахал мар тăрăшаççĕ.

Ку ĕçе те Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Николаевич тата Федераци казначействин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертỹçи Ольга Николаевна хутшăннине пĕлетпĕр.

Курнавăш шкулĕ те çĕнĕ вĕренỹ çулне яланхиллех тĕплĕн хатĕрленнĕ – паян тесен паян ачасене йышăнма хатĕр. Кунта çак вăхăтченех аслă классенче вĕренекенсене шкултанах професси пĕлĕвĕ илме пулăшас ĕçе йĕркелесе пыни паха. Шкул никĕсĕ çинчех кашни çул 10-14 ачаран кая мар водитель правине, тракторист-машинист удостоверенийĕсене алла илет.

Аслă Елчĕкри вăтам шкулта Геннадий Волков академик çуралнăранпа 95 çул çитнине халалласа «Путь гения» музей уçăлнă хыççăн шкул ят-сумĕ тата ỹснĕн туйăнать. Çакна Николай Волков директорпа вĕрентекенсем хăйсем те йышăнаççĕ. Халĕ кунта ăсчах кун-çулĕпе çыхăннă округ, регион шайĕнчи мероприятисем тата ытларах иртеççĕ. Музей фончĕ çĕнĕрен те çĕнĕ паха материалсемпе пуянланса пырать. Кăçалхи çуллахи каникул вăхăтĕнче округри шкулсенчи нумай вĕренекен Волков музейĕнче пулса курнă.

Аслă Елчĕк шкулĕ темиçе çул каяллах округри шкулсенчи çамрăксене çар ĕçне хăнăхтарас тĕллевпе йĕркелекен сборсен вырăнĕ те. Çакăншăн та шкул дирекцийĕн хăй çине пысăк яваплăх илме тивет.

Шухăшсăр та пурăнма çук. Уйăх пуçламăшĕнче пулса иртнĕ çил-тăвăлта шкул спортзалĕн тăрри самаях сиенленнĕ пулнă, халĕ çак пăтăрмаха сирессипе тимлеççĕ.

«Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕнче çутă та тирпейлĕ. Анчах сывлăха çирĕплетме усă куракан тренажерсем кивелнĕ, епле пулсан та вĕсене 15 çул каялла вырнаçтарнă.

Вĕренỹ учрежденийĕсенче çĕнĕ вĕренỹ çулне кашни çул тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илесси йăлана кĕнĕ пулин те, ачасен хисепĕ чакса пыни шухăшлаттарать. «Солнышко» ача садне кăçал – 65, «Чебурашка» сада 51 ача килет, Аслă Елчĕкри шкул – 112, Курнавăш – 65, Çĕнĕ Пăва 86 ачана йышăнать. Малтан шутланă тăрăх, Çĕнĕ Пăва шкулĕсĕр пуçне, çитес çул та ачасен шучĕ ỹсмет, чакса анчах пырĕ…

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code