Кирек мĕнле ĕç тăрăшулăх витĕмĕпе ỹсĕмленет. Тивĕçе куллен туллин пурнăçлани вара хавхалану кỹрет, малашлăха çул уçать. Таяпа Энтри ялĕнчи Анатолий Петров хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи те ĕç ăнăçăвĕпе кăмăллă паян. Кĕр мăнтăрĕпе савăнмалăх сăлтавĕ тата пур-ха…
— Анатолий Васильевич, ял ачисем, уйрăмах Сирĕн вăхăтрисем, çĕр ĕçĕпе ỹснĕ тесен те йăнăш мар-тăр?
— Пирĕн атте — Василий Петрович — хăйĕн ĕмĕрне учительте ĕçлесе ирттернĕ, вăрçăра пулнă, анне — Федосия Владимировна — колхозра бухгалтерта тимленĕ. Виçĕ пĕр тăван ỹснĕ эпир. Атте-анне ăс-тăнпа çыхăннă тытăмсенче ĕçленĕ пулсан та ачашласа ỹстермен пире — ачаран çĕр ĕçне хăнăхтарнă. Хушма хуçалăхра ĕне выльăх, хур-кăвакал, чăх-чĕп тытнă. Колхоз уйĕнче кăшман пайĕсене мĕн чухлĕ çумламан-ши? Нихăçан та юлхавланман, мĕн хушнине вăхăтра пурнăçлас тенĕ. Ĕçсене пĕтерсен, паллах, урама выляма чупнă.
Манăн тетепе аппа çинчен те кĕскен пĕлтерес килет. Геннадий 38 çул вĕренỹ отраслĕнче, çав шутран 24 çул ялти шкулта директорта ĕçлерĕ, Елена — суд ĕçченĕ, 18 çул Чăваш Республикин Аслă суд членĕ пулнă.
— Фермер хуçалăхне йĕркелесси епле пуçланчĕ?
— Союз саланса кайичченех «Смычка» колхоз хавшама пуçларĕ. 1425 гектар таран çĕр пулнă унăн. Райпо та хăй çине илсе пăхрĕ ăна, тутарсем те тăрмашрĕç — усси пулмарĕ, кайран панкрутах тухрĕ. Капла пĕтĕмпех пĕтет вĕт. Пăшăрхантарман мар çакă. Анчах çĕнĕ ĕçе кỹлĕниччен те хăратать. Çавна май Федор Шадриков та, эпĕ те 3-шер гектар çĕр кăна илтĕмĕр малтанлăха. Севок, пахча çимĕç культурисен вăрлăхне туса илме пуçларăмăр. Федор Алексеевич опытлăччĕ, çĕр ĕçне наука тĕлĕшĕнчен тишкеретчĕ. Эпир канăç паман ыйтусене пĕрле сỹтсе явнă яланах.
— Таяпа Энтрисен пуçаруллă утăмĕ тесе калас килет çакна: колхоз салансан унти çĕрсене çум курăк айне пулма е кама та пулсан сутма памарăр эсир…
— Тĕрĕсех. Çĕр ыйтăвĕ хуть те хăçан çивĕч пулнă. Ялта пурăнакансемех тăван çĕр-аннемĕре юхăнма паманни кăмăла çĕклет. Хальхи вăхăтра фермерсем тăрăшнипе ĕлĕкхи колхоз çĕрĕ пĕтĕмпех пусă çаврăнăшне кĕнĕ. Владимир Галкин, Юрий Тетмуков, Валерий Щипцов, Алексей Шадриков манран чылай кĕçĕн пулсан та, ĕçĕсене аван йĕркелесе янă. Шанăç пысăк вĕсенче.
— Паянхи Петров фермер мĕнле пурăнать?
— Аванах темелле-и? Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене тата викăна 639 гектар çинче пуçтарса илтĕмĕр, вăл шутра кĕрхи культура — 170 гектар. Кĕрхи тулă тата 10 гектар хушасшăн-ха кăçал, паян-ыран акма тухатпăр.
— «Кадрсем йăлтах татса параççĕ» теççĕ. Техника тĕлĕшпе епле тата?
— Çĕр ĕçне юратни кирлĕ. Ял хуçалăхĕнчи кирек мĕнле должноçра пулсан та. Ман патăмра пĕрле ĕçлекен кашни çынна тăрăшулăхшăн тав тăватăп. Хуçалăха ушкăнпа килĕшỹре талпăнсан кăна малалла яма пулать. Çемье членĕсем те пĕрлех кунта. Мăшăрăм — Галина Никифоровна — шут ĕçне йĕркелесе пырать, хăй вăхăтĕнче «Смычка», Чкалов ячĕллĕ колхозсенче бухгалтерта тимленĕ. Наташа хĕрĕм — юрисконсульт. Договорсем е ытти документ хатĕрлессинче специалистсăр ниепле те халь. Ывăлăм — Сергей — сулахай та, сылтăм алă та темелле: комбайна та, трактора та алла илнĕ. Сăмах май, пирĕн вăталăххи, Олеся, çĕршывăн тĕп хулинче тĕпленнĕ, «Ашан» реклама кампанийĕнче ĕçлет.
Техникăна илес пулсан, паянхи куна тивĕçтерет тесе шутлатăп. «АГРОС-530», «АГРОС-585» комбайнсем 2008 тата 2020 çулсенче, «Кировец К-5» трактор пĕлтĕр илнĕскерсем, унсăр пуçне тата 4 трактор, тĕрлĕ агрегат пур. Тепĕр çул çĕре хатĕрлемелли агрегат туянасшăн. Хĕле кĕрсен çитес çула çителĕклĕ таран сĕрмелли-çунтармалли материалсем, минераллă удобрени кỹрсе килме палăртатпăр.
Кĕске справка
Анатолий Петров Таяпа Энтри ялĕнче 1953 çулхи çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче çуралнă. Елчĕкри вăтам шкула, Чăваш ял хуçалăх институтне пĕтернĕ. Совет çар ретĕнче тăнă. Ĕç биографине 1971 çулта Кĕçĕн Таяпари 8 çул вĕренмелли шкулта физкультура учителĕнче ĕçленинчен пуçланă. Малалла, Вăрнар тата Муркаш районĕсенчи хуçалăхсенче агрономра тăрăшнă хыççăн, 1978-1987 çулсенче Чкалов ячĕллĕ колхозра тĕп агрономра, профком председателĕнче, хуçалăх ертỹçин çумĕнче вăй хунă. 1987-1988 çулсенче — Чăваш Енри химизацин проектпа тĕпчев станцийĕн техникĕ, 1988-1995 çулсенче — Елчĕкри агропромхими пĕрлешĕвĕн лабораторийĕн начальникĕ, 1991 çултанпа — хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи.
— Анатолий Васильевич, Сирĕн пархатарлă ĕçшĕн тивĕçнĕ наградăсем пуррине те пĕлетпĕр. Вулакансене паллаштарсан аванччĕ те.
— Мухтанмаллиех çук-ха ĕнтĕ ман. 2007 çулта «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ фермерĕ», виçĕ хутчен «Чăваш Енри чи лайăх ял хуçалăх таварĕ туса кăларакан» ятсене панăччĕ. Раççейри Х(Ф)Х тата ЯХПК Ассоциацийĕн президенчĕн, ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе чысланă. 2005 çулта Ассоциацин Мускавра иртнĕ 17-мĕш съездне делегат пулса хутшăннăччĕ. «Районти чи лайăх хушма хуçалăх» диплом пур. Пĕр тесен, награда илес тĕллев нихăçан та пулман.
— Республикăри «Урожай» ирĕклĕ спорт обществин Хисеп хучĕ те пур иккен Сирĕн.
1979-1992 çулсенче ялти шкулта самбо енĕпе тренер-общественник пулнă эпĕ. Районта икĕ секциччĕ ун чухне. Теприне Кармал шкулĕн педагогĕ Вадим Печкин ертсе пыратчĕ. Район командипе эпир республикăра палăрни те пулнă.
— Анатолий Васильевич, çывăх кунсенче юбилей Сирĕн. Паллă пулăмпа пĕтĕм кăмăлтан саламласа çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатпăр, çĕр хăвачĕ куллен вăй парса, хавхалантарса пытăр Сире.
Николай МАЛЫШКИН калаçнă.