Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă аталану — пĕрлĕхре

Ырă аталану — пĕрлĕхре


Владимир Путин: «Раççей вăйĕ — пирте хамăрта: пирĕн халăхра, культурăпа йăла-йĕркере, экономикăра, пирĕн территоринче, çутçанталăк пуянлăхĕнче, ютарн хỹтĕленме пултарнинче, паллах. Анчах та чи кирли — пирĕн вăй — халăхăмăрăн пĕрлĕхĕнче»
Тăрăм ял тăрăхĕ 6 яла (Тăрăм, Кипеç, Анатри Тимеш, Тип Тимеш, Тăрмăш, Хĕрлĕçыр) пĕрлештерет. Вĕсенче пурĕ 900 ытла çын пурăнать.
Çак кунсенче эпир Тăрăм территори пайĕн начальникĕпе Людмила Смирновăпа курса калаçрăмăр, тĕрлĕ ыйтусем çине хуравсем илтĕмĕр. Çак ĕçре пĕрремĕш çул мар Людмила Геннадьевна. Мал ĕмĕтлĕ, çирĕп кăмăллă, пысăк яваплă, кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултаракан ертỹçĕ территори пайĕн ĕçне-хĕлне витĕр пĕлет тесен те йăнăш мар — 2006 çултан пуçласа 2022 çул вĕçĕччен ертỹçĕ çумĕ пулса ĕçленĕ. Вăл 1964 çулта Турхан ялĕнче çуралнă, çак ялтах ỹссе çитĕннĕ. Çĕнĕ Пăвари вăтам шкултан вĕренсе тухсан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче истори преподавателĕн дипломне алла илсен Курнавăш, Тăрмăш шкулĕсенче 2 теçетке çула яхăн историк пулса тăрăшнă, пĕр вăхăтрах директорăн вĕренỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă.
Тăрăм территори пайĕ халăх пурнăç шайне ырă енне улăштарса пырассипе çулран-çул тивĕçлĕ ĕçлесе пырать, палăртнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçа кĕртет.
Паянхи кун Тăрăм территори пайĕнче пĕрлешỹллĕ 2 хуçалăх, 6 хресчен (фермер) хуçалăхĕ ĕçлеççĕ (вĕсенче чылай çын ĕç вырăнĕ тупнă). Ял çыннин пурнăç шайне çĕклекен пулăшупа — килти хушма хуçалăха аталантарассипе тăрăшса вăй хураççĕ кунта, пай çĕрĕсем çинче пахча çимĕç, ытти культурăсем çитĕнтереççĕ.
Территори пайĕн пуçлăхĕпе тĕрлĕ темăна хускатнă май кунта Раççей тата регион шайĕнчи программăсем мĕнле пурнăçланса пыни пирки ытларах калаçрăмăр. Мĕн пур ĕçе халăх хастар хутшăнни, час-час тĕрлĕ пуçарупа тухни савăнтарать ертỹçĕне. Уйрăмах «Пуçару бюджечĕ» программăна кăмăллать ял çынни.

  • — Мĕншĕн кăмăллани паллă. Асăннă программа чылай пысăк ĕçе пурнăçа кĕртме май парать. Кунта ĕçе пурнăçлама каякан тăкакăн 80 процентне патшалăх хыснинчен уйăрни уйрăмах хавхалантарать. Программа ĕçлеме пуçланăранпа Тăрăм территори пайĕнче 10 млн яхăн тенкĕлĕх 18 проекта ĕçе кĕртме пултартăмăр. Пирĕн территори пайĕшĕн пысăк çитĕнỹ ку. Халăх та кăмăллă — хăй палăртакан кашни ĕç çулсерен ăнăçлă пурнăçланать. Ял халăхĕпе пухусем йĕркелесе тепĕр çул мĕн хута ярассине кăçалах палăртса хураççĕ активистсем. 2023 çулта 7 проект пурнăçланчĕ пулсан, акă, çитес 2024 çулта тепĕр 8 проекта çул парасси пирки (кунта вак чул сарса хытарма ĕлкĕреймен урамсене хытă сийлĕ тума, пĕр харăсах аслисемпе ача-пăча валли спорт тата вăйă площадкисем ĕçе кĕртме, хоккей коробкине тирпей-илем кĕртсе карта тытма тата ытти ĕçсене пăхса хăварнă) чылай маларах палăртса хунă та ĕнтĕ, — кăмăллăн пĕлтерет Людмила Геннадиевна.
    Маларах асăннă 18 проекта илес пулсан, чылай ялта ялти урамсене хытă сийлĕ тума май килнĕ (кунта «Çул-йĕр фончĕ» регион шайĕнчи программа та чылай пулăшу кỹнĕ). Ялсенче ку енĕпе ĕçе вĕçлесе пыраççĕ. Çавăн пекех чылай ялта масарсен пỹрчĕсене çĕнĕрен тунă, киввисене юсанă, картасем тытса çавăрнă.
  • — Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин коммуналлă хытă каяшсене вырнаçтарас енĕпе ятарлă указ кăларсан тата Федерацин «Об отходах производства и потребления» саккунне улшăнусем кĕртсен кашни ялтах тĕпне бетонпа хытарса çỹп-çап контейнерĕсене вырнаçтарнине, вĕсене карталаса çавăрнине пысăк ĕçсен шутне кĕртмелле. Округ ертỹлĕхĕ те сахал мар тимлĕх уйăрчĕ çак ĕç çине. Паянхи кун контейнер площадкисем тивĕçлĕ шайра пулни чуна савăнтарать, — ку енĕпе шухăшне пĕлтерет Л.Смирнова.
    Çакна та палăртса хăвармалла. «Пуçару бюджечĕ» программа пулăшнипе чылай ял ача-пăча площадкисемпе пуянланчĕ. Тăрăмра 2022 çулта, Тип Тимешре кăçал хута кайрĕç вĕсем. Тепĕр çул Анатри Тимешре — 2, Тăрмăшра çакăн евĕр 1 площадка тума палăртаççĕ. Вĕсен çумне сывлăхне çирĕплетме аслă ỹсĕмрисем валли те спортхатĕрĕсем вырнаçтарас шухăшлă ертỹлĕх.
    Пушар машинине юсавлă тытса тăрасси — территори пайĕсен пуçлăхĕсен паянхи кун татса памалли çивĕчрен те çивĕч ыйтăвĕсен шутĕнче. Мĕншĕн тесен «хĕрлĕ автан» алхаснă вăхăтра кашни çеккунт, минут шутра. Çакна тĕпе хурса Анатри Тимеш тата Тип Тимеш ялĕсенче кăçал «Пуçару бюджечĕ» программа пулăшнипе 2 пушар управĕ — 50 кубла метр каякан цистерна вырнаçтарнă. Сăмах май, Тăрăм территори пайĕнче пушар машинине «Рассвет» ЯХПК тытса тăрать. Çавăн пекех асăннă программăпа кăçал Тăрмăшсем ялтан масар патне каякан çула 600 метр, Северная урамран пуçласа аслă çул çине тухакан урама 180 метр вак чул сарса хытарнă, Кипеç ялĕнчи çула юсанă. Тăрăмра стадиона карта тытса çавăрма та вăй çитернĕ. Ятарлă программăпа килĕшỹллĕн шыв башнисене юсаса вĕсене тивĕçлĕ тытса тăрасси те пысăк тимлĕхре. Кунта та «Рассвет» хуçалăх правленине ырăпа палăртать территори пайĕн ертỹçи — 3 шыв башнине хăйĕн вăйĕпе юсаса, пăхса тăрать.
    Территори пайĕн аталанăвĕ унта пурăнакан кашни çын пĕр-пĕрне шанса обществăлла ĕçе хастар хутшăннинчен, пуçаруллă пулса ыттисемшĕн те тăрăшма ăнтăлнинчен килет.
  • — Майлă самантпа усă курса манăн территори пайĕнче вырнаçнă «Рассвет» ЯХПКн, «Урожай» ОООн ертỹçисене Ю.В.Мясниковпа В.А.Кузнецова тата коллективĕсене, О.П.Гаврилов, А.Б.Гаврилов, И.А.Соловьева, С.С.Петров, М.Н.Павлов хресечен (фермер) хуçалăхĕсене, ялсен старостисене, ытти чылай хастарсене пысăк тав сăмахĕ калас килет, — кăмăллăн пĕлтерет Людмила Геннадьевна вĕсен ырă ĕçĕсене палăртнă май. — Пĕччен сурсан — типсе пырать, ушкăн сурсан — кỹлĕ пулать.
    Сăмахран, «Рассвет» хуçалăх кăçал Тăрăм ялĕнче фельдшерпа акушер пунктне тунă чух территорие тирпей-илем кĕртес ĕçре пулăшу аллине тăснă. Вăлах ялти футбол уйне карта тытса çавăрма (197 метр) пулăшнă. Кăçалах территори пайĕн администрацийĕн котельнăй тăррине юсама пысăк пулăшу панă. «Урожай» ООО чылай çул каялла Тăрмăш масарĕн хапхине çĕнĕрен тума вăй çитернĕ. Кăçал масар енне каякан çула юсанă чух тăкакланнă укçа-тенкĕн 10 процентне тỹлессине хăй çине илнĕ вăл. Северная урамран асфальтлă çул енне каякан 182 метр тăршшĕ çула вак чулпа хытарнă чух та 10 процентне тỹленĕ.
    Старостăсем пирки уйрăм тав сăмахĕ калать ертỹçĕ, вĕсем юлашки çулсенче уйрăмах пысăк активлăх кăтартнине палăртнă май. Хĕрлĕçыр ялĕнчи Сергей Петухов, Тăрăм ялĕнчи Валерий Кириллов, Анатри Тимеш ялĕнчи Олег Александров, Тип Тимешри Александр Павлов, Тăрмăшри Валентина Соловьева, Кипеçри Александр Голубев хăйсем те харсăр. Çав вăхăтрах çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи ентешсемпе те тачă çыхăнура вĕсем. Ентешĕсем хăйсем çуралнă тăван кĕтесе хитре те илемлĕ курасшăн, аякра пулсан та кунти ĕçсемпе интересленнине, кирлĕ пулсан канаш-сĕнỹпе тата укçа-тенкĕпе те пулăшнине хыпарлаççĕ.
  • — Çак тĕслĕхе уйрăммăн палăртса хăварас килет. Нумаях пулмасть Хĕрлĕçыр ялĕнче шыв башнин насосĕ ĕçлеме пăрахрĕ. Ял хастарĕсем ушкăн пухса кĕске вăхăтра çитменлĕхе пĕтерчĕç, — калаçăвне малалла тăсать Людмила Геннадьевна. — Майлă самантпа усă курса манăн хамăн шухăша пĕлтерес килет. Округ шайĕнчех кирлĕ çакăн евĕр юсав бригади. Ăна пĕр-пĕр организаци çумне çирĕплетсен тата та аван пулĕччĕ. Вăл кирек хăçан та кирек хăш территори пайне тухса кайса юсав ĕçĕ пурнăçлама пултартăр.
    Пăшăрхантараканни те пур ертỹçĕн: «Халăх чылай чух тирпей-илем йĕркисене пăхăнманни тарăн шухăшлаттарать. Контейнер площадкисем пур çĕртех çырма-çатрасен хĕррисене çỹп-çап тăкакансем тупăнаççĕ-ха. Хăш-пĕр водительсем çулпа пынă çĕртех чỹречисенчен çỹп-çап пăрахса хăвараççĕ. Çынна та, хăйсене те хисеплемеççĕ вĕсем».
    Людмила Смирнова ĕç ăнăçлăхĕ шанчăклă командăран килнине аван ăнланать. Хăй тавра ĕçлĕ ушкăн пуçтарнă вăл. Территори пайĕнче ĕçлесе самай пысăк опыт пухнă çарпа учет енĕпе ĕçлекен Ирина Петровăна, Наталия Григорьева çамрăк специалиста, Валерий Егоров электрика, Алена Мясникова тирпейлỹçе, Николай Тимофеев газооператора ырă енĕпе анчах палăртать. Кунтах чылай çул специалистра тăрăшнă Елена Карповăпа Владимир Петров газооператорсене те манмасть ăшă сăмах калама.
    Елена ПЕТРОВА.
    Сăн ỹкерчĕкре: Тăрăм территори пайĕн туслă коллективĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code