Кирек мĕнле ĕç тĕплĕхе, васкаварлăха юратать. Шăрчăк пек вырăнтан вырăна сикнĕ пек ĕç вырăнĕсене улăштарнинче нимĕн пултти те çук. Чун-чĕрепе, кăмăл-туйăмпа суйласа илнĕ ĕçе хăвăн хастарлăхупа çĕклентерсе пынинчен пахи мĕн пултăр.
Тăрăм ялĕнче пурăнакан Валентина Баймушкина çитес çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче 84 çул тултарать. Апла пулин те çамрăк чухнехи илĕртỹлĕхĕ çухалман-ха унра: яштака, правур. Куçĕсем çивĕч. Калаçăвĕпе уçă. Кил-çуртĕнче тирпейлĕх хуçаланать, ниçта тусан пĕрчи тупаймăн тейĕн. 43 çул ĕне ферминче вăй хуни те хуçайман ăна. Ун пек хĕрарăмсем пирки халăхра «Ĕрĕхекен лашана чарать, çунакан çурта кĕрет», — теççĕ.
15 çулти доярка
Валя Тỹскелĕнчи Тимофей Федоровичпа Мария Ивановна Федоровсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕн, вăрçă витĕр тухнăскерĕн, кун-çулĕ çав тери кĕске пулнă — 39 çул çеç пурăннă. Турă аллине куçиччен вăл райпора шоферта ĕçленĕ. Амăшĕ (1913-1999) бригадăри тĕрлĕ ĕçре пилĕк авнă.
Пирĕн статья геройĕ пилĕк ачаран вăталăххи пулсан та ачашлăх сăпкинче иртĕнсе ỹсмен. 8 класс пĕтерсенех вырăнти фермăна дояркăна вырнаçнă.
— Пачах хăратмарĕ-и? — ыйтатăп унран.
— Çу-ук! Ара эп 5-мĕш класра чухнех килте аннене ĕне сума пулăшнă.
Пилĕк доярка ĕçленĕ фермăра, çав шутра кайран Тăрăма качча килнĕ Римма Данилова-Волкова (тăпри çăмăл пултăр) та. Вальăн 12 ĕне. Алăпа сăвас пулать. Хĕрсем килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçленĕ. Пĕри тарасаран шыв ăсса тăнă, тепри йăтнă, виççĕмĕшĕ улăма çăнăхпа пăтратнă. «Конвейер» пĕр тикĕссĕн çаврăннă çапла.
Çамрăксенче юн «вĕресе» тăнă май ывăнни-мĕнне те туйман-тăр çав. Патреккел хорĕпе концертсене çỹреме те ĕлкĕрнĕ вĕсем. Репетицине вара Акчелĕнчи лаша витин пỹртне пуçтарăннă. Çывăхрах та. Унта вĕсемпе çав ялта пурăннă хор ертỹçи, Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Мария Ястребова тăрăшнă.
Ун чухне çамрăксене паспорт паман, вырăнтах тимлес пулать. Ĕç укçи лексех кайман — тырăпа саплаштарнă ытларах.
— Пирĕн ĕнтĕ йĕркеллĕрех тумланас та килнĕ пулĕ ĕнтĕ, — куларах пĕлтерет Валентина Тимофеевна, — пĕррехинче чăматансене пуçтартăмăр та тухса кайрăмăр ялтан.
Горькинчи чукун çул çинче рельсăсене хырса тасатнă çĕрте ĕçлеме пикенеççĕ. Анчах «ирĕклĕх» нумая пымасть — ферма заведующийĕ вĕсене шыраса тупать те каялла илсе килет.
Каллех фермăра
Ялти ферма çулне çĕнĕрен такăрлатма пуçланă ĕнтĕ Валентина. Пĕр кунхине амăшĕ Тăрăма тăванĕсем патне хăнана кайнă май вăталăх ачине те хăйĕнчен хăварман. Унта вăл пулас мăшăрĕпе — Геннадий Баймушкинпа паллашать. Вăхăт иртнĕ май пĕрлехи шухăш-кăмăл çемье çавăрасси патне илсе çитерет.
Ĕçлеме вара — каллех фермăна. Кунта ĕнтĕ сăвăнакан ĕне шучĕ те ытларах, дояркăсен йышĕ те пысăкрах.
— Малтанхи вăхăтра 16 ĕнеччĕ манăн, пĕтĕмпех алăпа сунă, — çĕнĕ вырăнти ĕç-хĕлпе паллаштарать В.Баймушкина. — Каярахпа, аппаратпа усă курма пуçласан, ĕне шучĕ 25-е çитрĕ.
50-60 çул каяллахине паянхипе танлаштараймăн. Ĕç ветеранĕ вара вăл тапхăрти улшăнусене те лайăх енне сулăнтарать. Маларах тислĕке алăпа тасатнă, йăтнă, утă-улăмне, шывне те алăпа панă пулсан, каяраххине «çăмăллăх» тесе çирĕплетет Валя аппа. Ай сарăма тасатса вагонеткăпа тăкма пуçланă. 1973 çулта вара уншăн çăтмах çитнĕ пекех: çĕнĕ витере тислĕке транспортер вăйĕпе кăларнă.
Сăвăма куллен виçĕ хутчен йĕркеленĕ. Ирхине 3 сехетре пуçланă та… Канмалли кун, отпуск мĕн иккенне «пĕлмен» те. Вуншар çул резина атă ураран, тулли флягăсем алăран кайман пулсан та, хастарлăхпа хавхалану вĕсенче сỹнмен, юрла-юрла ĕçленĕ. Килти хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк — хăй тепĕр пĕчĕк ферма. Ĕç кунĕ малалла тăсăлнă кунта.
— Хăнăхнипе-и, ĕнесем мĕкĕрсе кĕтсе илетчĕç, — иртнине кăмăллăн аса илет Валя аппа. — Елена, София, Кира, Одесса… Суббота 30 литр таранччен антаратчĕ сĕт.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче республикăри выльăх-чĕрлĕх пăхакансен уйăхсеренхи ĕçне пĕтĕмлетсе Чăваш АССР ял хуçалăх министерствин коллегийĕпе профсоюз обкомĕн президиумĕ чи хастаррисене «Коммунизм ялавĕ» тата «Советская Чувашия» хаçатсен Хисеп хăми çине кĕртнĕ. Çак чыса районти малта пыракан ĕне сăвакансемпе пĕрле В.Баймушкина та пĕр хутчен мар тивĕçнĕ.
Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…
Николай МАЛЫШКИН.