Çул-йĕр патшалăхпа унăн çыннисемшĕн пысăк пĕлтерĕшли каламасăрах паллă ĕнтĕ. Мĕн ĕлĕкренпех транспорт магистралĕсене тĕрĕслесе тăрасси пирки вăрçăсем пынă. Паян та çулсем хăйсен тĕп пĕлтерĕшне çухатман. Ку вăл экономикăн ăнăçлă аталанăвĕн, пурнăç хăтлăхĕн палли. Çавăн пекех хутшăнмалли мел те.
Пысăк территориллĕ Раççейшĕн, çавăн пекех Чăваш Еншĕн те, ку ыйту яланах çивĕч. Совет Союзĕ арканнă хыççăн вуншар çул иртнĕ май, малтан та чаплă пулнă тесе калама çук, çулсем ванса пĕтрĕç. Пĕр вăхăтрах тĕрлĕ категоринчи пиншер çухрăм çул юсав ыйтать. Çав вăхăтрах çĕннисене те тумалла!
Çак сферăра курăмлă çитĕнỹсем юлашки çулсенче палăрма тытăнчĕç. Раççей Президенчĕ хушусем панă хыççăн çул-йĕр отраслĕ патне тимлĕх ытларах уйăрма пикенчĕç. Чăваш Енре 2012-2017 çулсенче республика шайĕнчи 1156 çухрăм çула юсанă. Пĕрре пăхсан хисеп пысăк пек туйăнать. Мускавран та инçерех. Анчах ăна республикăри ялсем çине пайласа пăхсан ĕçлемелли тата нумаййине ăнланатăн. Апла пулин те ỹсĕм куç умĕнчех.
220 çухрăм çĕнĕ çул тунă. Ку вара шăпах аталанăва кăтартать. Сăмах май, çул-йĕр тăвасси коммуналлă хуçалăхри чи хаклă отрасль шутланать.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин :
«Çул-йĕре лайăхлатасси, вĕсене çĕнетесси пирĕн стратегиллĕ чи кирлĕ ыйтусенчен пĕри шутланать».
Финанс енчен те лару-тăру лайăхланса пырать. Кăçал та, иртнĕ çулхи пекех, Çул-йĕр фончĕ 5 млрд ытла тенкĕпе танлашать. Ку маларахри çулсенчен темиçе хут пысăкрах. Ăна пысăклатма федераци пулăшăвĕн витĕмĕ тата Çул-йĕр фондне йĕркелессипе çĕнĕ йышăнусем туни май панă.
Çул-йĕр ыйтăвне татса парасси паян икĕ программăпа пурнăçланать. Чăваш Енре «Паха тата хăрушлăхсăр çулсем» федерацин приоритетлă программи пурнăçа кĕрет. Ячĕ çеç янăравлă мар унăн. Çул-йĕре пахалăхсăр юсанăшăн никам та укçа-тенкĕ уйăрмĕ. Малашне пахалăхшăн подрядчиксенчен çирĕп ыйтаççĕ. Çавăнпа та вĕсен ĕçе тĕплĕ пурнăçламалла. Çул-йĕр ĕçĕнче çĕнĕ технологисем пурнăçа кĕртеççĕ. Çавăн пекех ку чухнехи техникăсемпе усă кураççĕ. Çакă ĕçе вăхăтра пурнăçлама тата пахалăха ỹстерме те пулăшатех.
Программа ĕçе кĕни нумай вăхăт мар пулсан та кăтартăвĕ савăнтарать. Иртнĕ çул çак программăпа килĕшỹллĕн 29 çухрăм çула юсанă. Республикăри транспорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх кăçал çак ĕçе 1,4 млрд ытла тенкĕ яма палăртнă. Унпа 143 çухрăм çула юсасшăн. Тĕслĕхрен, çулталăк вĕçленнĕ тĕле Шупашкар районĕнче мĕн пур çулăн 70-75 процентне йĕркене кĕртесшĕн. Икĕ çул каялла вара çак кăтарту 30 процентпа çеç танлашнă. Ỹсĕм пурах-çке!
Ялсенчи çул-йĕр тĕпрен илсен «Ял территорийĕсене çирĕп аталантарасси» программăпа çĕнелет. Кăçал та унпа килĕшỹллĕн 350 миллиона яхăн укçа уйăрмалла. Чăн малтанах ял хуçалăх производство площадкисем (складсем, фермăсем, управсем), хресчен фермер хуçалăхĕсем, ялти социаллă объектсем патне каякан çулсене тăвĕç.
Программăпа палăртнисĕр пуçне республика 300 миллион тенкĕ уйăрать. Мĕн пурĕ ялсенчи çулсене тума тата вĕсене пăхса тăма 700 миллион тенкĕ каймалла. Конкурспа çыхăннă ĕçсене маларах планланине шута илсен, çанталăк ăшăтсан çул-йĕр ĕçĕсем пуçланĕç.
Федераллă центр республикăри влаç органĕсем укçа-тенкĕпе эффективлă усă курнине тĕпе хурса малашне те пулăшма хатĕр. Пĕтĕмĕшле илсен, Раççей Президенчĕн çул-йĕр тăвас сферинчи хушăвĕсем ăнăçлă пурнăçланаççĕ.