Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Елчĕксем — ытти районсемшĕн ырă тĕслĕх

Елчĕксем — ытти районсемшĕн ырă тĕслĕх

Февралĕн 16-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Елчĕк ял тăрăхĕнче Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕн Правленийĕн тата Чăваш Республикин районсенчи центрсен администрацийĕсен пуçлăхĕсен палатин анлă ларăвĕ иртрĕ. Çавна май районта Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕн Правленийĕн членĕсем, республикăри район администрацийĕсен, район центрĕсенчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пулчĕç.

Хăнасене Тỹскелти нумай функциллĕ культурăпа кану центрĕнче Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Блинов тата ыттисем те кĕтсе илчĕç. Районсен администрацийĕсен тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем чи малтанах Тỹскел ялĕн старостин Дмитрий Судаковăн паха опычĕпе, ялти нумай функциллĕ культурăпа кану центрĕпе, культурăпа кану паркĕпе, Хусанти Турă амăшĕн ячĕллĕ часавай-чиркĕвĕпе, Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă паттăрсене халалласа лартнă палăкпа тата Елчĕк ял тăрăхне кĕрекен Елчĕк, Патреккел, Элекçей Тимеш ялĕсемпе паллашрĕç.

— Хĕлле те питĕ илемлĕ кунти ялсем, çулла вара темиçе хут та илемлĕрех пулĕ? — тĕлĕнĕвне пытармарĕ чылайăшĕ ялсемпе паллашнă хыççăн хăйсемшĕн нумай çĕннине пĕлнине тата курнине хыпарланă май. — Уйрăмах масарсем çинчи тирпейлĕх куç тĕлне пулчĕ.

Лару Тỹскел ялĕнчи хăтлă та çутă нумай функциллĕ культурăпа кану центрĕнче иртрĕ. Ăна Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев ертсе пычĕ. Ларăва Елчĕк районĕнче, Елчĕк ял тăрăхĕнче ирттерни ăнсăртран мар. Район бюджет тĕллевĕсене, палăртнă плана яланах ăнăçлă пурнăçласа пырать. Çавăн пекех ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ пай çĕрĕсене шута илессипе, регистрацилессипе, харпăрлăха парассипе, ыйтса çырман пай çĕрĕсене ял тăрăхĕн харпăрлăхне куçарассипе республикăра чи лайăх ĕçлекен районсен йышĕнче тăрать.

Ларăва хутшăннисен умĕнче чи малтанах Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Галина Анисимова тата Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Блинов сăмах илчĕç. Вĕсем районти халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатас, йăла ыйтăвĕсене тата инфраструктурăна аталантарас тĕллевпе йышăннă социаллă аталану программисене мĕнле пурнăçа кĕртсе пыни пирки каласа кăтартрĕç.Галина Владимировна палăртнă тăрăх, иртнĕ çул районта программăсене пурнăçа кĕртме 80 миллион ытла укçа-тенкĕ уйăрнă. Çакă районăн пĕрлештернĕ бюджечĕн пĕтĕмĕшле тăкак пайĕн 22 проценчĕпе танлашать. Иртнĕ çул республикăра, çав шутра районта та пуçласа Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн 2017 çулхи январĕн 30-мĕшĕнчи «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ общество инфратытăмне аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртесси çинчен» 7-мĕш номерлĕ указĕ ĕçлеме пуçларĕ. Указ вырăнти ыйтусене татса панă чух тĕрлĕ шайри бюджета тата халăх укçи-тенкине пĕрлештерме, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене тата халăха пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме, вырăнти пуçарусене аталантарма май парать. Республика, вырăнти бюджет уйăрнă тата халăхран пуçтарнă укçа-тенкĕпе ял тăрăхĕсенче 8 проекта (пурĕ 4184,2 пин тенкĕлĕх) ĕçе кĕртсе инфратытăма аталантарма май килнĕ. 7 проектне пĕлтĕр октябрĕн 1-мĕшĕччен ĕçе кĕртнĕ, çав шутран 6 проекчĕпе 6 ялта 2257 метр хытă сийлĕ çул-йĕр тунă. Çак çулах декабрь уйăхĕнче саккăрмĕш проекта ĕçе кĕртнĕ — Тỹскел ялĕнче культурăпа кану паркне (1404,4 пин тенкĕлĕх) хута янă. Кунта теветкеллĕ те пултаруллă ял старостин Дмитрий Судаковăн тỹпи пысăк. Унăн пуçарулăхне пула ялта часавай-чиркỹ хута кайнă, автомашина çулне юсанă, ял ятне палăртакан стела вырнаçтарнă, час-часах пĕлтерĕшлĕ тĕрлĕ мероприяти йĕркеленет.

2017 çулхи декабрь уйăхĕнче те районти ял тăрăхĕсем 2018 çул валли проектсем (пурĕ 4484,1 пин тенкĕлĕх) хатĕрлесе республикăри конкурса хутшăннă. Çав шутран пĕрремĕш тапхăрта 3 проектне (пурĕ 1420,1 пин тенкĕлĕх) ырланă. Вĕсене пурнăçа кĕртсен Аслă Елчĕкре ача-пăча вылямалли комплекс, Лаш Таяпара культура паркĕ хута кайĕç, Кĕçĕн Таяпа ялĕн масарне карта тытса çавăрĕç тата тирпейлĕç. Ытти 6 ял тăрăхĕ 8 урамра пурĕ 3064,0 пин тенкĕлĕх çул-йĕре юсас тĕллевлĕ.

Ларура райадминистрацин пуçлăхĕ Николай Миллин сăмах илчĕ. Вăл районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕ çинче чарăнса тăчĕ. Район администрацийĕ район экономикипе социаллă пурнăçне, экономикăн пур отрасльне тата социаллă сферăна аталантарассине, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçне лайăхлатассине, бюджет тивĕçĕсене пурнăçлассине тĕп тĕллев вырăнне хурать. Çавна май Елчĕк районĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçĕ-хĕлĕнче çулсеренех лайăх кăтартусемпе палăрать, ку енĕпе республикăра пĕрре анчах мар призлă вырăн йышăннă. Лайăх кăтартусем (кашни ялах вăхăтлă çут çанталăк газĕ çитерни, çул-йĕрсене çĕнĕрен туни тата юсаса пыни, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене хута ярассипе тата территорисене тирпей-илем кĕртессипе ăнăçлă ĕçлени тата ытти те) районти влаçăн пур сыпăкĕ те пĕр-пĕринпе, халăхпа тачă çыхăнса ĕçленипе пулнă.

Район центрĕнче инвестици илĕртỹлĕхне ỹстерес, тирпей-илем кĕртес, ялсенчи хуçалăхсенче пуçтарăнакан çỹп-çапа свалкăна турттарас тĕлĕшĕпе пурнăçланакан ĕç-хĕл çинче те чарăнса тăчĕ, çỹп-çапа сортлас ĕçре Александр Дуткин предприниматель опычĕ витĕмлĕ пулнине те палăртрĕ Николай Петрович.

— Çĕнĕлĕх нихăçан та пурнăçа ансатах кĕрсе каймасть. Халăхпа пĕр-пĕрне ăнланса, тăрăшса ĕçленин паха çимĕçĕ — юлашки çулсенче ял тăрăхĕсенчи ялсен сăн-сăпачĕ ырă енне улшăнни, тирпейленсе капăрланни. Чылай ял тăрăхĕ тирпей-илем енĕпе йĕркелекен конкурссене хутшăнса час-часах призлă вырăнсене тивĕçет, выляса илнĕ укçа-тенке ялсене тата та тирпейлĕрех, хăтлăрах тăвас ĕçре усă курать, — палăртрĕ райадминистрацин пуçлăхĕ.

Ялсене анчах мар, йăх-несĕлĕмĕрсем ĕмĕрлĕх канăçлăх тупнă масарсене те тивĕçлĕ пăхса тăрасси йăлара районта.

Ялсенчи старостăсем те ырă сăмахсене тивĕçрĕç. Вĕсенчен пĕри — Тỹскел ялĕн старости Дмитрий Судаков пулнине палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ, пултаруллă çамрăка район администрацийĕн Хисеп хучĕпе чысларĕ.

Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев муниципалитет пĕрлешĕвĕсен умĕнчи тĕп задачăсем тата вĕсене татса парас çул-йĕр çинче чарăнса тăчĕ.

Чăваш Республикин муниципалитетсен Канашĕн ĕç-хĕлĕн тата асăннă Канашăн Правленийĕн ларăвĕсене ирттермелли плансене çирĕплетес ыйтупа та тухрĕ вăл (плансене пурте пĕр саслă пулса çирĕплетрĕç). Канашăн ĕç тăвакан дирекцийĕн тĕп бухгалтерĕ Елена Егорова финанспа хуçалăх ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ.

Ларăва хутшăннисем малалла Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлешĕвĕсен канашĕн «Лучшее муниципальное образование Чувашской Республики» конкурсĕн положенине, асăннă конкурса пĕтĕмлетекен конкурс комиссине çирĕплетрĕç.

Ларăва Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕн Правленийĕн председателĕ Александр Куликов пĕтĕмлетрĕ. Чăваш Республикинчи муниципалитетсен пĕрлешĕвĕ вырăнти хăй тытăмлăхăн çивĕч ыйтăвĕсене тишкернине, çав вăхăтрах пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашмалли, пуçлăхсен, депутатсен, специалистсен, общество активĕн професси шайне ỹстермелли тата тулаш çыхăнăва аталантармалли тĕп лапам шутланнине палăртрĕ ертỹçĕ. Кашни ертỹçĕне ял тăрăхĕсен хушшинче йĕркеленекен конкурссене активлă хутшăнма сĕнчĕ вăл, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхне Юрий Блинова Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕн Хисеп хучĕпе чысларĕ.

Тỹскел ялĕн «Шуçăм» фольклор коллективĕ ларăва хутшăннисене хаваслă юрă-кĕвĕ парнелерĕ.

ХАКЛАВ

Александр ЕФРЕМОВ, Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

— Елчĕк районĕнче пулса курни мана паха опыт пухма пулăшрĕ. Масарсене тирпейлĕхре тытас енĕпе пирĕн Елчĕксенчен вĕренмелли, вĕсен опытне ĕçе кĕртмелли пур-ха. Часавай-чиркỹ туса хунă Тỹскел ялĕн масарне, унти тасалăхпа тирпейлĕхе уйрăмах палăртса хăварас килет. Тỹскел ялĕнчи нумай функциллĕ культурăпа кану центрĕ те килĕшрĕ. Çакăн евĕр центра эпир кăçал Элĕк районĕнчи Шĕвĕш ялĕнче хута яма планлатпăр.

Станислав НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ:

— Елчĕк районĕнче час-часах пулнă май кунти илем тата хăтлăх чуна çĕкленине пытармастăп. Çитĕнỹсемпе кăтартусем ертỹçĕсем халăхпа пĕр-пĕрне ăнланса тата килĕштерсе ĕçленипе пулаççĕ.

Александр КУЛИКОВ, Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕн правленийĕн председателĕ:

— Елчĕксем пур енĕпе те ытти районсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Кунти лайăх енсене ĕçе кĕртме паянхи çулçỹрев пуриншĕн те усăллă пулчĕ тесе палăртатăп. Вырăнти хăй тытăмлăхра чылай çул тăрăшса тата чунне парса ĕçлекен, район тата халăх шăпишĕн, тасалăхпа хăтлăхшăн тăрăшакан хастар ертỹçĕ Николай Миллин республикăри районсен администрацийĕсен ертỹçисен хушшинче опытлисен йышĕнче. Тавах ăна ĕçе кал-кал йĕркелесе пынăшăн.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕсенче: Тỹскел ялĕн старости Дмитрий Судаков, Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый ĕçлĕ калаçу вăхăтĕнче; Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕн Правленийĕн председателĕ Александр Куликов Юрий Блинова чысланă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code