Хĕрарăм — ăста педагог тата вĕрентсе ỹстерекен. Хĕрарăм — анне — çĕр çинчи пурнăçа пуçлакан. Вăл пире пурнăç парать, пăхса ỹстерет, тăван чĕлхе тата тавралăх илемне курма вĕрентет. Ырăпа усала уйăрма пулăшать.
(В.Сухомлинский каланинчен).
Надежда Васильевна Тестова Лаш Таяпа ялĕнчи Василий Петровичпа Лидия Ефимовна Кирилловсен туслă çемйинче 1958 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче кун çути курнă. Ултă пĕр тăванран Надя асли пулнă. Йышлă ача-пăча ĕç çумне те час çыпăçнă.
Надежда пĕрремĕш вĕрентекенне — Мария Васильевна Ивановăна юратнипех ĕнтĕ ỹссе çитсен учитель профессине суйласа илме ăнтăлнă. Ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе 1974 çулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн хĕр Канашри педагогика училищинче пĕлỹ илет. Лайăх ĕлкĕрсе пынăран пысăклатнă стипенди — 34 тенкĕ илсе пынă.
— Эпĕ 4-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра атте йывăр чире çĕнтереймесĕр çамрăклах пурнăçран уйрăлчĕ. 43 çулта кăначчĕ вăл. Кĕçĕн шăллăм унран 2 çулта юлчĕ. Пысăк йывăрлăх пулчĕ çак çухату çемьешĕн. Яланах ертсе пыракан ĕçĕсене шанатчĕç аттене: бригадир, ферма пуçлăхĕ, председатель çумĕ, — аса илет Надежда Васильевна.
1978 çулта дипломлă специалист Тăрăмри 8 çул вĕренмелли шкулăн Кипеç ялĕнчи филиалне ĕçлеме килет. Маларах ачасене Александр Евдокимович Голубев пĕлỹ панă. Вăхăт иртнĕ май ача шучĕ чакса пынипе асăннă шкула хупаççĕ. Надежда Васильевна Тăрăм шкулне ĕçлеме куçать.
1979 çулта ăна Тăрăм каччи Гена мăшăр пулма суйласа илет — çапла чăмăртанать Тестовсен çемйи.
Аслă пĕлỹ кирлине шута илсе Надежда пĕлĕвне ỹстерме шухăшлать: Ульяновск хулинчи И.Н.Ульянов ячĕллĕ педагогика институчĕн естествопа географи факультетне вĕренме кĕрет. 5 çул куçăмсăр майпа вĕреннĕ хыççăн çемьере ачасем çуралаççĕ. «Шкулта вĕреннĕ, студент пулнă, вĕрентекенре ĕçленĕ çулсем — чи хаваслă самантсем. Ним йывăррине те туйман ун чухне. Ачасене ỹстернĕ, хунямана пăхнă (унпа 32 çул килĕштерсе пурăнтăмăр)», — аса илет педагогика ĕçĕн ветеранĕ иртнĕ вăхăта.
1984 çулта университетран вĕренсе тухать те тепĕр çултанах Надежда Васильевнăна ял совечĕн секретарĕ пулма лартаççĕ. Вăл 2 тапхăр ял советĕнче ĕçленĕ чухне ялăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне курăмлă тỹпе хывнăшăн РСФСР куçса çỹрекен ялавне илме тивĕç пулнă Тăрăмсем. Учитель ĕçне ял канашĕнче ĕçленĕ чухне те пăрахман хĕрарăм — географи урокĕсене ертсе пынă.
Ачасем предмета юратса вĕренни вĕсем тĕрлĕ конкурссенче хастар пулса мала тухни çирĕплетнĕ. Наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнса Александр Владимиров, Сергей Ефимов, Ирина Сергеева, Галинăпа Валентина Тестовсем, Артемпа Ирина Афанасьевсем малти вырăнсене тухма пултарнă.
Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…
Людмила ЕНЕДЕРОВА.
Тăрăм ялĕ.