Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Шурă туя» клуб занятийĕнче

«Шурă туя» клуб занятийĕнче

Округри библиотекăсенче ĕçлекенсем çынсене вулама явăçтарассипе кăна мар, тĕрлĕ енлĕ пулăшу парассипе те тимлеççĕ.

Елчĕкри тĕп вулавăшрах, тĕслĕхрен, тивĕçлĕ канăва тухнисене право, финанс пĕлĕвĕ парассине, патшалăх пулăшăвĕн майĕсемпе интернет урлă усă курассине йĕркелеççĕ. Ку тĕлĕшпе ятарлă учрежденисен специалисчĕсем консультаци пама яланах хатĕр.

Тĕп библиотекăна иртнĕ кунсенче «Шурă туя» клуб членĕсем пуçтарăнчĕç. Асăннă ушкăна куçĕсем начар куракансем çỹреççĕ. Вăл йышра Елчĕксем çеç мар, Каçалсем те пур. Вĕсен умĕнче РФ Пенси фончĕн Елчĕк округĕн клиент службин тĕп специалисчĕ Лира Кучкова тухса калаçрĕ. Клуб членĕсене пенсипе тивĕçтерес тата пенси фончĕн тытăмĕнчи улшăнусем кăсăклантарчĕç ытларах. Санаторисемпе курортсенче сипленессипе, ача-пăча пособийĕпе тата реабилитацин техника хатĕрĕсемпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусем çине те татăклă хуравсем илчĕç клуб членĕсем.

Светлана САЙКИНА,
библиотекарь.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code