Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ылтăн алăсен асамлăхĕ

Ылтăн алăсен асамлăхĕ

Аллă çул ытла пурăнатăп тăван ялăмра — Хăвăлçырмара. Пĕтĕм кил-хуçалăхри кашни çыннăн чун-кăмăлне, пултарулăхне пĕлетĕп тесе шутлаттăм.

Йăнăшатăп иккен. Раççей Федерацийĕн Президентне суйламалли тапхăр çывхарса килнĕ май килсерен çỹретпĕр те, халĕччен курманни, тĕлĕнмелли пайтах…

Черетлĕ кил-çурта, Зинаида Волкова çемйине кĕтĕмĕр. Тỹрех асамлăх тĕнчине лекнĕн туйăнчĕ пире. Мĕн кăна çыхмасть-ши Зинаида Семеновна, мĕнле кăна эреш çавăрттармасть-ши вăл тата!? Тĕрĕ ăшне «путнă» минтерсем, пит шăллисем, чĕнтерсем…

Унăн Семен ывăлĕпе Таня кинĕ «АСК-Яльчики» сахал яваплă обществăра вăй хураççĕ. Виçĕ мăнукĕ — Инесса, Алиса тата Кирилл Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренеççĕ. Зина аппан ылтăн алли вĕсем киличчен тутлă апат хатĕрленинче те курăнать. Выльăх-чĕрлĕхĕ те ăна юратать пулинех çав: апат пама тухсан сас пама хăйса çепĕççĕн хуçи çумне сĕртĕнеççĕ. Ал ĕç ăсти терĕмĕр те, алмаз шăрçипе тĕрлеме Кирилл мăнукне те хăнăхтарнă асламăшĕ.

Зина аппан Степан ывăлĕ Канаш хулинче тĕпленнĕ, хĕрĕ — Наталия — Шупашкарта. Отпуск-каникул вăхăтĕнче анне, асанне-кукамай патне васкаççĕ ачисемпе мăнукĕсем. Ун чухне вара, мĕн калăн та, кил хуçи хĕрарăмĕ пушшех тутлă апат-çимĕç хатĕрлекене çаврăнать. Чăн-чăн ылтăн алăллă вăл. Зинаида Семеновна ăшăлăхпа, тараватлăхпа, ĕçченлĕхпе илĕртет. Кил ăшшийĕ, паллах, килĕшỹре. «Çемье телейĕ — ачасемпе мăнуксем сывă пулни, пĕр-пĕринпе сапăр пулни», — тет Зина аппа.

Зинаида МИХЕЕВА,
ялти хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code