Мартăн 27-мĕшĕнче Раççей шайĕнче иртнĕ «Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне ашшĕ-амăшĕпе тытмалли кун. Пĕрле тытатпăр» акцие Елчĕк шкулĕ хастар хутшăнчĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕшĕн ашшĕ-амăшĕ ачисенчен ытларах пăшăрханать мар-и?
Ашшĕ-амăшĕн тата ачисен пăшăрханăвне сирес, вĕсене çирĕп кăмăллă пулма хăнăхтарас тĕллевпе йĕркеленет асăннă акци. Ашшĕ-амăшĕ çак кун историпе экзамен тытрĕ. Вĕсемпе пĕрле округ пуçлăхĕн çумĕ – округ администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев, Елчĕк район прокурорĕн пулăшуçи Вероника Кузнецова, СМИ ĕçченĕсем, 11-мĕш классен ертÿçисем экзамена хутшăнса хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Мероприяти ашшĕ-амăшне экзамен йĕркипе те тĕплĕн паллашма май пачĕ. Малтанах пухăннисем регистраци, унтан металлодетектор тĕрĕслевĕ витĕр тухрĕç. Кун хыççăн экзамен тытакансене ятарлă аудиторине вырнаçтарса КИМ материалĕсене пичетленине тата сканерланине кăтартрĕç. Пухăннисем çур сехете тăсăлакан заданисене пурнăçларĕç. Кайран, паллах, экзамен кăтартăвĕсемпе паллашрĕç.
– ППЭ тытма хатĕрленекен ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕ сахал мар пăшăрханать, паллах. Экзаменри ыйтусем çăмăлах мар. Çапах та тăрăшса вĕренни, экзаменсене çирĕп хатĕрленни вĕсене тивĕçлĕ тытма пулăшасса шанса тăратпăр, – пĕлтерчĕ шухăшне 11-мĕш класра вĕренекен Димăн амăшĕ Татьяна Филимонова.
Пухăннисен умĕнче Владимир Николаев ертÿçĕ сăмах илчĕ. Вăл çак кун иртнĕ акцин пĕлтерĕшне уçса панă май çапларах палăртрĕ:
– Асăннă акцие аслисем те хутшăннин, вăл мĕнле иртнине туйнин пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Кăштах лăпкăлăх кÿрет вăл. Ашшĕ-амăшĕ лăпкă пулсан çакă вĕсен ачисене те куçать. Манăн шутпа кашни вĕренекен шкул çулĕсенче хăйне пулас экзаменсене майĕпен-майĕпен хăнăхтарса пырать. Вĕрентекенсем панă пĕлÿ вĕсене экзаменсене тивĕçлĕ тытма пулăшассинче иккĕленÿ çук.
Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие ирттерессишĕн Елчĕк округĕн администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн аслă методисчĕ, ППЭ ертÿçи Альбина Богданова яваплă пулчĕ.
Е.ПЕТРОВА.