Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕн пленумĕ иртнĕ. Унта Елчĕк район пуçлăхĕ Ираида Васильева, Елчĕк районĕнчи халăха социаллă хỹтлĕх паракан уйрăмăн ертỹçи Ирина Аникина тата ыттисем те хутшăннă.
Пленум Елчĕкри централизациленĕ клубсен çумĕнчи ветерансен «Туслăх» хорĕн юррисемпе пуçланчĕ. Чи малтанах «хĕрỹ точкăсенче» çапăçнă ветерансен Пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн районти уйрăмĕн председателĕ, Афганистан вăрçин инваличĕсен пĕрлĕхĕн ертỹçи Петр Анисимов сăмах илчĕ. Вăл хăй ертсе пыракан организаци районти çамрăксене патриотла воспитани парас енĕпе мĕнле ĕç-хĕл пурнăçлани пирки каласа кăтартрĕ, малашнехи тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕн ертỹçи Серафима Терентьева ватă çынсен пурнăçне çăмăллăх кĕртес тĕлĕшпе ветерансен канашĕ 2017 çулта туса ирттернĕ ĕçсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, ветерансен пурнăçне çăмăллатас енĕпе йышăннă саккунсем мĕнле пурнăçа кĕрсе пынипе паллаштарчĕ. Канаш çумĕнче методика ĕçĕн, çамрăксене патриотла воспитани парас, ĕçпе вăрçă ветеранĕсене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес, йăла ыйтăвĕсене татса парас, физкультурăпа туслă пулма пулăшас тата массăллă культура ĕç-хĕлне аталантарас ыйтусемпе тимлекен яланлăх комиссисем ĕçлеççĕ.
Пленумра канашăн çĕнĕ ертỹçине суйласси тата президиум йышне улăштарасси тĕп вырăнта пулчĕ. Ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕ 1986 çулхи раштав уйăхĕнче йĕркеленнĕ. 1991 çулта ăна Чăваш Республикин вăрçăпа ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен, право органĕсен ветеранĕсен канашĕ ятпа улăштарнă. 2000 çултанпа çак канаша пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ Серафима Александровна Терентьева ăнăçлă ертсе пычĕ. Çак çулсенче канаш членĕсем пенсионерсене тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтерес, вĕсен канăвне усăллă йĕркелес, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парас ĕçе тивĕçлĕ шайра пурнăçланă. Конкурссене те хастар хутшăнса пынă. Сăмах май, Чăваш Республикин вăрçăпа ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен, право органĕсен ветеранĕсен канашне туса хунăранпа 25 çул çитнине халалланă республикăри ветеран организацийĕсен смотр-конкурсĕнче ветерансен районти канашĕ 1-мĕш вырăна çĕнсе илме пултарнăччĕ. Пуçламăш организацисем те маларах асăннă тĕллевсене пурнăçа кĕртес енĕпе тăрăшса ĕçлеççĕ. Аслă ăрурисем пенси çулĕнче пулсан та алă усса лармаççĕ, обществăлла ĕçсене хастар хутшăнаççĕ. Çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парассинче тỹпи пысăк вĕсен. Серафима Александровна чылай çул пĕрле килĕштерсе ĕçленĕ канаш членĕсене тав тунă май ертỹçĕ «тилхепине» пултаруллă тепĕр хастара — Елчĕкри тĕп библиотекăри краеведени уйрăмĕн ертỹçине Людмила Зайцевăна пачĕ, малашлăхра ăнăçусем сунчĕ.
Пуçтарăннисен умĕнче район пуçлăхĕ Ираида Васильева сăмах илчĕ. Аслă ăрурисене кашнинех обществăлла ĕçе хастар хутшăннăшăн пысăк тав сăмахĕ каларĕ Ираида Ивановна, ырлăх-сывлăх тата телей сунчĕ.
Е.ГЕННАДЬЕВА.