Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Бердянск тăрăхне — кĕнеке

Бердянск тăрăхне — кĕнеке

Чăваш наци библиотекин ĕçченĕсем Бердянск тăрăхне çитсе килнĕ.

Библиотека ертỹçи Роза Лизакова тата унăн çумĕсем — Татьяна Баймушкинăпа Марина Андрюшкина Бердянскри вулавăша кĕнекесемпе тивĕçтернĕ. Библиотека унта валли 220,5 пин тенкĕлĕх 718 кĕнеке туяннă. Укçа пуçтарма Чăваш Енри культура учрежденийĕсем пурте хутшăннă.

2024-2025 çулсенче пирĕн республика пулăшăвĕпе унти 5 культура çуртне юсаса çĕнетме палăртнă. Дмитровка ялĕнче модельлĕ библиотека та йĕркелесшĕн.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code