Пятница, 18 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Килĕшỹре — çемье тăнăçлăхĕ

Килĕшỹре — çемье тăнăçлăхĕ

ЗАГС пайĕнче Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалласа «Пĕрле пулни — чи пысăк телей» ятпа уяв йĕркеленĕ.

Унта нумай çул килĕшỹре пурăнакан, ĕçре харсăр çемьесене йыхравланă. Кушкăри Петр Никитовичпа Валентина Гордеевна Михайловсем, акă, пурнăç çулĕпе ултă теçетке пĕрле утаççĕ. Йывăрлăхне те, савăнăçне те пĕрле пайлаççĕ вĕсем. Кил хуçи чикĕ хуралĕнче службăра тăнă хыççăн 40 çул «Победа» колхозра крановщик пулса ĕçленĕ, ăна ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн «XI пилĕкçуллăхăн çамрăк гвардеецĕ» паллăпа чысланă. Хăй вăхăтĕнче драма кружокĕн членĕ пулнăскерĕн хастарлăх сỹнмен-ха: вăл округри пограничник-ветерансен канашĕн ĕçне активлă хутшăнать.

Валентина 7 класс пĕтерсенех хуçалăх ĕçне кỹлĕннĕ. 16 çул мăшăрĕпе юнашарах кран стропальщикĕ пулса тăрăшнă. Михайловсен йăхне тăсакансем питĕ йышлă: 6 ача, 11 мăнук, 8 кĕçĕн мăнук.

Аркадий Александровичпа Зинаида Степановна Воробьевсен те (Таяпа Энтри) çемье стажĕ пĕчĕк мар — 50 çул. Çемье пуçĕ «Смычка» хуçалăхра 34 çул водительте, трактористра вăй хунă. 2005-2008 çулсенче — «ДПМК «Яльчикское» предприяти рабочийĕ. Мăшăрĕ хăйĕн ĕмĕрне дояркăра ĕçлесе ирттернĕ. Стаж — 35 çул. Хĕрĕпе ывăлĕ çемйисемпе вĕсене 4 мăнук парнеленĕ.

Тип Тимешри Карповсем те кăçал ылтăн туйне паллă тунă. Пилĕк хĕр вĕсен. Венямин Михайлович, Канашри 1-мĕш СПТУна пĕтерсен, 1965 çултанпа «Правда», «Знамя» колхозсенче механизаторта тата водительте ĕçленĕ.

Лидия Макаровнăна та хула пурнăçĕ илĕртмен. Патăрьелти профтехучилищĕре ветеринара вĕренсе тухсан 27 çул тăван хуçалăхра çак профессипе тимленĕ.

Асăннă çемьесене Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе наградăланă май, вĕсем хăйсен тăрăшулăхĕпе, сăпайлăхĕпе, килĕшỹлĕхĕпе çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулнине палăртнă. Вăл общество ĕçне хастар хутшăнакан нумай ачаллă çемьесене те Хисеп хучĕсемпе чысланă. Вĕсен йышĕнче Елчĕкри Сергейпе Ольга Черновсем тата Дениспа Елена Портновсем.

Чыса тивĕçнисене çавăн пекех Елчĕкри Çветтуй Александр Невский ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Александр Сенькин протоиерей, территори пайĕсен пуçлăхĕсем, ачисемпе тăванĕсем тата сцена ăстисем саламланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code