Июлĕн 11-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче фермăсенчи ĕне выльăха хĕл кунĕсенче тăрантарма 4958 тонна (99 процент) утă, 31357 тонна (80 процент) сенаж хатĕрленĕ.
Кĕр тыррисене акма пурĕ 1100 гектар (19 процент) çĕр хатĕрленĕ. Çав шутран «АСК-Яльчики» ОООра — 200 гектар (67 процент), «Победа» ОООра — 80 гектар (100 процент), «Рассвет» ЯХПКра — 120 гектар (48 процент), Ленин ячĕллĕ ЯХПКра — 150 гектар (38 процент), «Яманчурино» ОООра — 150 гектар (38 процент), «Прогресс» АХОра — 300 гектар (27 процент).