Пятница, 18 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Çылăх

Люда хирĕçлемерĕ. Пĕрре курсах килĕшрĕ ăна Слава.

Çак каç хыççăн тĕл пулусем йăлана кĕчĕç арçынпа хĕрарăмăн. Паркра, урамра уçăлса çỹреме çынсенчен шикленчĕç, çавăнпа ытларах халăх сахал вырăнсенче тĕл пулчĕç.

Люда Славăна юратса пăрахрĕ. Мишшăпа юратнă ывăлĕ ĕнерхи куна тăрса юлчĕç. Вăл килĕнче малтанхи пекех пурăнчĕ, ĕçрен васкаса килсе упăшки пĕçернĕ апата çирĕ, ывăлĕн ĕçĕ пирки ыйтса пĕлсе илемлĕ тумланса услам енĕпе ыйтусене татса памалла текелесе килĕнчен тарма тăрăшрĕ. Кашнинчех çапла пулнипе Мишша ырă мара сисрĕ пулин те арăмне чармарĕ. Каçпа вырăна ăшăтакан та пулмарĕ юнашар. Куляннине ывăлĕ ан систĕр тесе арçын унпа пĕрле бассейна, кинона çỹрерĕ. «Лăпланĕ-ха», — тесе çунакан чунне пусарчĕ.

Çапла икĕ çул иртрĕ. Ку тапхăрта юрату хĕлхемĕ ялкăшсах çунчĕ. Хутшăнусем те çывăхланчĕç. Пĕррехинче Люда кăмăлĕ пăтраннине сисрĕ.

— Мĕн пĕçернĕ эсĕ, сывлама çук шăршă кĕрет, — вăрçса пăрахрĕ вăл Мишшăна пасартан килсен. — Паян ахаль те хама кунĕпех начар туятăп. Кăмăл пăтранать, туянакансем те тарăхтарса пĕтерчĕç. Çитменнине тата эсĕ пăслантаран.

— Яланхи пекех пĕçернĕ, ху кутăнланан, — терĕ те упăшки хăйĕн пỹлĕмне кайса выртрĕ. — Пĕçернĕ-ха, тата çитмест ăна. Теприсем ывăнса килсен те хăйсем плита умне тăраççĕ.

Яшка çиес килмерĕ Людăн, кăмăлĕ маринадланă хĕрлĕ помидор ыйтрĕ. Вăл сентре çинчен ỹркенмесĕр пĕр банкине илсе уçрĕ. Тỹрех помидора çиме пуçларĕ. Нихçан курман пек пĕрин хыççăн теприне хыпса çăтрĕ. «Тутлă-çке. Унччен мĕншĕн юратман-ха эп çак çимĕçе?» — шухăшларĕ хăй. Ăшĕ кансан диван çине кайса выртса телевизорне ячĕ. Пĕр çур сехет пек выртсан кăмăлĕ хытах пăтраннипе сиксе тăчĕ. Аран туалета чупса çитрĕ.

«Мĕн амакĕ вара манпа? Темле чир ермерĕ пуль те ĕçре? Кун пекки пулманччĕ-çке. Пĕтĕм ỹт-пĕве кансĕр, апат хуранне те тем кирлĕ пек, мĕнне пĕлместĕп. Ыранах тухтăр патне каятăп», — шухăшларĕ вăл тути-çăварне шăлса тасатнă май.

Тепĕр кун тухтăр патне пуçтарăнчĕ. Палланă терапевта чирĕн паллисене каласа парсан лешĕ кулса ячĕ.

— Люда, сан чи малтан ман пата мар, хĕрарăм тухтăрĕ патне каймалла пулнă. Атя, направлени парам, упăшкуна та саламлама ан ман. Сирĕн миçе ача-ха?

— Пĕрре кăна, — хуравларĕ Люда тĕлĕкри пек. Малаллахи салам сăмахĕсене итлемерĕ те, тепĕр пỹлĕме кайрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code