Кăçал Чăваш Енри М-7 автотрасса çинче çул урлă каçмалли модульлĕ виçĕ объекта хута янă.
Çĕнĕ каçăсене Шупашкар округĕнчи Чăрăшкасси тата Паçпак ялĕсен çывăхĕнче, Çĕрпỹ тăрăхĕнчи «Кирпĕч завочĕ» чарăнура çĕклесе лартнă. Автодорăн Атăлçи управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çул-йĕр объекчĕсене хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе тата хальхи требованипе килĕшỹллĕн тунă. Вĕсене çутăпа тивĕçтернĕ, видеокамерăсем вырнаçтарнă, çавăн пекех каçкăçа тротуарпа çыхăнтарнă. Хальхи вăхăтра Чăваш Енри федераци трассисем çинче çынсене каçса çỹремелли 15 объект пур.