Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Подрядчик шанчăксăр пулсан…

Подрядчик шанчăксăр пулсан…

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлăва кадр ыйтăвĕнчен пуçларĕ.

Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи депутатсен пухăвĕнче вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма Геннадий Ловкина суйланă. Геннадий Петрович хăй тытăмлăх органĕнче çĕнĕ çын мар: нумай çул Хăвăлçырмари тĕп шкула ăнăçлă ертсе пынă, депутат пулнă май ыйтусене татса парассинче тĕрлĕ тытăмри ĕçченсемпе тачă çыхăнса ĕçленĕ. Леонард Васильевич ăна çĕнĕ ĕçре пуян ăс-хакăл потенциалне туллин пурнăçа кĕртме, халăхпа ăнланура, килĕшÿре ĕçлеме ырă сунчĕ.

Канашлура строительствăпа, юсав ĕçĕсемпе çыхăннă ыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç. Унти лару-тăрупа райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ – капиталлă строительство, пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров паллаштарчĕ. Кăçал районти ялсенче «пуçару бюджечĕпе» килĕшÿллĕн пурнăçламалли 14,5 миллион тенкĕлĕх 29 проект пирки пуçласа çырмастпăр. Иртнĕ çул 34 пулнăччĕ. Танлаштарма: Тăвайсем ку çул 41 /!/ проектпа тимлеççĕ.

Проектпа палăртнă вырăнти ĕç-хĕл ытларах масарсен территорийĕсене хăтлăлатассипе /11 проект/, çул-йĕре юсассипе /9/, кÿлĕ-пĕвесене тасатассипе /4/ çыхăннă.

Районта ытти программа-проекта та «алла илнĕ». «Хула хутлăхне хăтлассипе» кăна 8. Вĕсенче ача-пăчасен вылямалли площадкисене тума пăхнă. Ку тĕлĕшпе хăш-пĕр объектсене хута янă ĕнтĕ, çывăх вăхăтра Тÿскелте, Ĕнелте, Тип Тимешре, Таяпа Энтринче ĕçе кĕрĕç.

«Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн нумай ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессине те кун йĕркинчен кăларман. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче строительсен «Партнер» обществи шăпах асăннă объекта срокра вĕçлессипе тăрăшать те. Сметăпа пăхнă сумма – 3,2 миллион тенкĕ. Кăçал виçĕ тăлăх ачана уйрăм хваттерпе тивĕçтернĕ. Леонард Левый çав вăхăтрах нумай объекта тăвассинче палăртнă графикран юлса пынине, хăвăртлăха ÿстермеллине палăртрĕ.

Иртнĕ çул раштав уйăхĕнчи темиçе канашлура та Леонард Васильевич ăнман подрядчиксем пирки сăмах хускатнăччĕ, шанчăксăррисемпе вăхăта тăсмасăр килĕшĕве пăрахăçламаллине палăртнăччĕ. Астăватăр пулĕ Елчĕкри свалкăна рекультиваци тăвасси епле тăсăлса кайнине. Ăна йĕркене кĕртессипе Севастопольти /!/ «Феникс» ООО пикеннĕ те çаплах вĕçне çитереймен. Юрать-ха çĕнĕ подрядчик – вырăнти «ДПМК «Яльчикское» коллектив харсăр пулнипе раштавăн 27-мĕшĕнче ĕçе ăнăçлă вĕçлеме май килнĕ. Елчĕк шкулĕ умĕнчи стадион-площадкăна та ютрисем – Тутарстанри «РегионСтрой» ООО ĕçченĕсем пуçланă та… Лав вырăнтан тапранманнине пула унпа та контракта пăрахăçлама тивнĕ. Çĕнĕ подрядчик вара паян та çук-ха.

Елчĕкри пушар чаçĕнчен Мир урамне çити тротуар тăвас ыйтăва çынсем пĕр хутчен мар çĕкленĕ. Вăл çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă – питĕ кирлĕ. Ăна тума тытăннă та чарăннă. Строительсем каллех аякрисем, Пушкăртранах. Анчах вĕсене мĕн килĕшмен? Кусем хăйсем пăрахса кайнă…

Канашлура район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов, вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Марина Чернова, районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕн çумĕ Галина Уфукова хăйсен тытăмĕнчи ĕç-хĕлпе çыхăннă ыйтусене уçăмлатнă.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code