Воскресенье, 24 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хуçасăр сумка шиклентерет

Хуçасăр сумка шиклентерет

Юлашки вăхăтра терроризмла ĕçсем пирки сахал мар илтетпĕр, вулатпăр. Хамăра терроризмран хỹтĕлес тесен иккĕленỹллĕ çынсемпе калаçăва кĕме, палламан çынсенчен сумка е пакет йышăнма, хуçасăр сумкăсене тĕкĕнме юраманнине пурте пĕлетпĕр.

Террористсем çын нумай пухăнакан вырăнсене суйласа илеççĕ. Инкек яланах кĕтмен çĕртен сиксе тухма пултарать. Кирек ăçта та хуçасăр сумка е тĕркев, пăралуклă е шнурлă япаласене асăрхасан полици пайне, учреждени е организаци ертỹçине, транспорт хатĕрĕ çинче пулсан водителе пĕлтермелле. Асăрханă япалана алăпа тытма, вырăнтан вырăна куçарма, пăрахма, пăралуксене тĕкĕнме юрамасть.

Енчен те эсир террорла акт çинчен информаци илтрĕр пулсан, сирĕн мĕн тумалла? Чи малтанах вут-çулăм кăларма пултаракан хатĕрсене чарса хумалла, газ çулĕсене хупмалла, çунакан кăмакасене, каминсене сỹнтермелле. Хунар, медикаментсем, апат-çимĕç, ĕçмелли шыв хатĕрлемелле, чỹречесене карăсемпе хупламалла.

Эвакуаци çинчен хыпар илтсен лăпкăлăха çухатмасăр кирлĕ документсене, укçа-тенке, хаклă япаласене илсе урама тухмалла.

Ушкăна пуçтарăнма, сирпĕнекен япаласен çывăхĕнче тăма юраманнине асра тытăр, çăлакан службăсен машинисене иртме пулăшса çула ирĕклетĕр, террористсен çулне пỹлме май паракан кирек мĕнле информацие те полици сотрудникĕсене пĕлтерме тăрăшăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code