Пятница, 23 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Повар кунĕ — чи «тутлă» уяв

Повар кунĕ — чи «тутлă» уяв

Лаш Таяпа шкулĕнче тăрăшакан поварсене сумласа Поварсен кунĕ умĕн ача садне çỹрекенсем пĕчĕк концерт кăтартнă. Кухньăра усă курмалли савăт-сапапа (кастрюльсемпе хупкаçĕсем, кашăксемпе чашăксем…) усă курса вĕсем хăйне евĕрлĕ шавлă оркестр йĕркеленĕ.

Тутлă апат пĕçерекенсене пархатарлă ĕçĕшĕн тав тума уйрăм салам та хатĕрленĕ.

— Эсир хатĕрлекен ирхинехи тата кăнтăрлахи апат-çимĕç пире вăй-халпа сывлăх, хавхаланупа лайăх кăмăл-туйăм парнелеççĕ. Тавтапуç сире çакăншăн, — çаплă каласа тав тунă ачасем вĕсене.

М.МЕМЕТОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code