
Хăвăлçырма ялĕнче тĕп юсав ĕçĕсем хыççăн Чăвашпотребсоюзăн Комсомольски райповĕн «Елчĕк коопторгĕ» ОООн куллен кирлĕ таварсен магазинĕ хăйĕн алăкĕсене тараватлăн уçнă. Суту-илỹ точкинче ĕçе паянхи самана ыйтакан стандартсемпе килĕшỹллĕн йĕркелесе пыраççĕ. Лавккара вырăнти чăваш производителĕсен пысăк ассортименчĕ пур, кунтах Комсомольски райповĕн çăкăр-булка изделийĕсене, Етĕрнери аш-какай комбиначĕн кăлпассипе аш-какайне, çавăн пекех «Акконд», «Чувашхлебопродукт», «Букет Чувашии», «Волга Айс» пĕрлĕхсен продукцине туянма пулать. Апат-çимĕçсĕр пуçне куллен кирлĕ таварсем те сутаççĕ.
Лавккана уçма округ пуçлăхĕ Леонард Левый, ЧР Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов, Комсомольски райповĕн канашĕн председателĕ Светлана Грачева, асăннă канашăн Елчĕкри филиалĕн ертỹçи Федор Гаврилов хутшăннă, сутуçăсене тата ял халăхне ырлăх-сывлăх, çитĕнỹсем суннă.

