Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрлехи çĕнтер

Пĕрлехи çĕнтер

Район делегацийĕ иртнĕ эрнере пулса иртнĕ Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн XX съездне хутшăннă. Унта Елчĕк районĕнчи хĕрарăмсен канашĕн ĕçне те тивĕçлипе хакланă, «Женсовет — центр общественной жизни» номинацире çĕнтернĕ — Диплом илме тивĕçнĕ.

Сăмах май каласан, 1927 çулта йĕркеленнĕ хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ çав вăхăтран тытăнсах республика, çĕршыв аталанăвĕнче хăйĕн тивĕçлĕ тỹпине хывать. Елчĕк районĕнчи асăннă обществăлла организаци те, паллах, чи пултаруллă та хастар хĕрарăмсене пĕрлештерсе тăрать. Кулленхи ĕçре вĕсем кашни ял тăрăхĕпе, унта пурăнакан хĕрарăмсемпе тачă çыхăнса вăй хураççĕ. Çапла майпа пĕрлехи кирек епле пысăк ĕç те вĕсемшĕн вăй танçи пулса тăрать. Тĕслĕхрен, Украинăран эвакуаципе килекен граждансене гуманитари пулăшăвĕ кỹрессинче, çар операцийĕсене хутшăнакансене хăйсен чун-чĕре ăшшине хывса тĕрленĕ пĕчĕк тутăрсем, нускисем çыхса парнелес тата ытти япаласем пухас ĕçре, ытти тĕрлĕрен акцисене хутшăнассипе те яланах малти ретре вĕсем. Хăйсен ырă тĕслĕхĕпе ыттисене те çак пархатарлă ĕçе хутшăнма хистеççĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Лариса Васильевăна (варринче) Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн ертỹçи Наталья Николаева тата Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова чыслаççĕ

Шухăш

Лариса ВАСИЛЬЕВА, районти хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи:

— Кулленхи ĕçре хама пулăшса пыма пĕр шухăш-тĕллевлĕ çирĕп команда пухма пултарнăшăн, чăннипех, савăнатăп. Пĕр ушкăнра ĕçлеме пуçланăранпа çулталăка яхăн анчах пулин те нумай ĕç пурнăçлама пултартăмăр. Ахальтен мар ĕнтĕ: «Пĕрлĕхре — вăй» тенĕ. Малашне те пĕрле ĕçлемелли сахал мар пирĕн.

Республика умĕнче ят-сума тивĕçни — пысăк хисеп. Ăна та эпир пĕрлехи вăйпа çĕнсе илнĕ. Тавтапуç пурне те. Яланах пĕрле пулар, пĕр-пĕрне пулăшар…

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code