Воскресенье, 24 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Гран-при хуçисем

Гран-при хуçисем

Елчĕкри культура керменĕ çумĕнчи çамрăксен «Тарават» фольклор ушкăнĕ хăйĕн пултарулăх шайне ỹстерсех пырать.

Кирилл Петров ертсе пыракан коллектив виçĕмкун Етĕрне округĕнчи Тури Ачак ялĕнче иртнĕ çамрăксен «Манăçми аваллăх» фестивальне хутшăннă. Ăна Пĕтĕм Раççейри Пĕрлехи фольклор кунне халалланă. Тараватсем «Епле килтĕр, тăвансем?», «Анкарти», «Шип-шип», «Суккăр мар, чăлах мар» юрăсене ташă çаврăмĕсемпе килĕшỹллĕн йĕркелесе шăрантарнă. Вĕсен ăсталăхĕпе тĕлĕннĕ жюри членĕсен иккĕленỹ пулман: гран-при — Елчĕксенче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code