Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ăмăрту туслăха вăйлатать

Ăмăрту туслăха вăйлатать

Патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарас тĕлĕшпе чылай çул ăнăçлă ĕçлеççĕ. Августăн 16-мĕшĕнче Шупашкар округĕнчи Çырмапуç ялĕ çывăхĕнче иртнĕ Пуçлăх тата муниципаллă служащисен кунĕ те çакна лайăх çирĕплетет.

Спорт уявне хутшăнакансене малтанах Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тата ытти официаллă çынсем саламланă. Участниксем хутăш эстафетăра, волейбол, мини-футбол турнирĕсенче, канат туртассинче, «Паттăр пуçлăх» ăмăртусенче тата конкурссенче вăй виçнĕ. Вĕсенче Леонард Левый ертсе пынă округ команди те тупăшнă. Леонард Васильевич хăй çавапа курăк çулакансен конкурсĕнче ăнăçлă ăмăртнă.

Чи кирли — мероприяти пирĕн делегаци туслă, кал-кал ĕçлеме пултарнине кăтартса панă.

Сăн ỹкерчĕкре: Елчĕк делегацийĕ Олег Николаевпа пĕрле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code