Çĕнĕ Пăва ялĕнчи Давид Крысов хутăш çар кĕрешĕвĕ енĕпе Чăваш Ен чемпионатĕнче çĕнтерни çинчен хаçатра çырнăччĕ.
Нумаях пулмасть пултаруллă спортсмен Хусанта вĕçленнĕ Атăлçи федераци округĕнчи ăмăртуран бронза медальпе таврăннă. 56,7 килограмлă атлетсен йышĕнче тупăшаканскер хăйĕн ăсталăхне Шупашкарти «Территория» паттăр клубĕнче А.Жилкин тренер патĕнче туптать.

