Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Старта чĕнет «Елчĕк ен»

Старта чĕнет «Елчĕк ен»

Çăмăл атлетсен çулталăк пуçламăшĕнчи чи массăллă ăмăртăвĕ «Елчĕк ен» хаçат парнисене çĕнсе илессинчен пуçланать. Кăçал та апрелĕн 11-мĕшĕнче (эрнекун) Елчĕк шкулĕн стадион-площадки йĕри-тавра çуран чупакансен 46-мĕш кросне ирттерме палăртнă. Вăл 10 сехетре пасар лапамĕ çумĕнче пуçланать.

Ăмăртăва хутшăнакансем

Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп тата вăтам шкулсен, территори пайĕсен, ял хуçалăх тата промышленность предприятийĕсен, организацисемпе учрежденисен командисем.

Ăмăрту программи

1-мĕш ушкăнра 2014 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕр ачасемпе арçын ачасем 500 метра, 2-мĕш ушкăнра 2011-2013 çулсенче çуралнă хĕр ачасем 500 метра, арçын ачасем 1000 метра, 3-мĕш ушкăнра 2009-2010 çулсенче çуралнă хĕр ачасем 1000 метра, арçын ачасем 2000 метра, 4-мĕш ушкăнра 2007-2008 çулсенче çуралнă хĕрсем 2000 метра, яшсем 3000 метра (ку ушкăнра та шкулта вĕренекенсем çеç ăмăртаççĕ), 5-мĕш ушкăнра 35 çула çитичченхи хĕрарăмсем 1000 метра, 40 çула çитичченхи арçынсем 2000 метра, 6-мĕш ушкăнра 35-45 çула çитичченхи хĕрарăмсем 500 метра, 40-55 çула çитичченхи арçынсем 1000 метра, 7-мĕш ушкăнра 45 çулти тата унтан аслăрах хĕрарăмсем те, 55 çулти тата унтан аслăрах арçынсем те 500 метра чупаççĕ.

1-3-мĕш ушкăнсен зачетне чи лайăх кăтарту тунă 8 результат, 4-мĕш ушкăнăн зачетне чи лайăх 4 результат, территори пайĕсен, ял хуçалăх тата промышленность предприятийĕсемпе организацисен, учрежденисен командисен зачетне арçынсемпе хĕрарăмсен 6 кăтартăвĕ кĕреççĕ.

Чыслав

Мала тухнă пилĕк ушкăнри (1, 2, 3, 4, 5-7) командăсене куçса çỹрекен кубоксемпе, призерсене дипломсемпе чыслаççĕ. Уйрăм призерсене дипломсемпе, медальсемпе, çĕнтерỹçĕсене унсăр пуçне «Елчĕк ен» хаçата 2025 çулхи 2-мĕш çур çулшăн тỹлевсĕр çырăнтарса параççĕ.

Заявкăсене тăратасси

Командăна, участниксене (хушамат, ят, ашшĕ ятне, çуралнă çула), дистанцие палăртнă заявкăсене 9.30 сехетчен йышăнаççĕ. Заявкăсене организацисен ертỹçисемпе медицина ĕçченĕсем алă пусса пичетпе çирĕплетмелле. Тĕплĕнрех 2-51-81, 2-55-91 телефонпа ыйтса пĕлмелле.

«Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code