Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Герой ячĕпе — черетлĕ турнир

Герой ячĕпе — черетлĕ турнир

Елчĕкри Спорт çуртĕнче Совет Союзĕн Геройне А.Ф.Беляева асăнса йĕркеленĕ турнирта 90 атлет вăй виçнĕ.

Спортсменсем 6, 8, 12, 16, 24 килограмлă пукансене йăтса тупăшнă. Çĕнтерỹçĕсенчен, çĕнĕ ятсенчен, çаксене палăртмалла: Дарья Ченакина, Павел Александров, Станислав Захаров, Евгения Изратова, Матвей Галкин (Елчĕк шкулĕ), Аделина Федорова, Алиса Пупина (Çĕнĕ Пăва), Ульяна Обручкова (Аслă Елчĕк), Тимофей Иванов (Курнавăш). Кĕçĕн Шăхалĕнчи Тарас Пупин «Чи лайăх техникăшăн», Станислав Орловпа (Патреккел) Камилла Изливанова (Елчĕк) «Чи çамрăк спортсмен» номинаци парнисене тивĕçнĕ.

Командăсен рейтингĕнче Курнавăш (2 ушкăнра), Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕсем, Кĕçĕн Таяпа территори пайĕ çĕнтернĕ. Вĕсене тата уйрăм кире пуканçăсене чыслама кубоксемпе, медальсемпе, дипломсемпе, парнесемпе яланхиллех Геройăн мăнукĕ, Санкт-Петербургра пурăнакан Владимир Беляев тивĕçтернĕ.

Кăçалхи турнирта çĕнĕлĕх те пулчĕ. ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Олег Федоров тăхтав вăхăтĕнче атлетсем хушшинче лотерея вылявĕ те ирттерчĕ: телейлисем, вуннăн ытла, наушниклă пулчĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code