Округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче июлĕн 25-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 2647 гектар (11,9 процент) вырнă, 1826 гектарне (вырнин 69 процентне), пурĕ 56052,1 центнер çапса тĕшĕленĕ. Округĕпе илсен, 1 гектартан тухăç хальлĕхе 30,7 центнерпа танлашать. Чи пысăк тухăç «Комбайн» ЯХПКра — 43,8 центнер, Александр Бикулов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче — 40 центнер.
Кĕр тыррисене акма 1865 гектар (32 процент) çĕр хатĕрленĕ. «Эмметево» ОООра çак ĕçе — 75, «АСК-Яльчики» ОООра — 67, «Рассвет» ЯХПКра — 64, «Прогресс» АХОра 55 процент пурнăçланă.
«Победа» ОООра кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлес ĕçе вĕçленĕ.