Воскресенье, 24 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ йĕрке пулĕ

Çĕнĕ йĕрке пулĕ

Граждансене пурăнма юрăхсăр çурт-йĕртен куçармалли çĕнĕ программа территорисене комплекслă майпа аталантармалли проектсемпе шайлаштармалла, — тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

«Раççей Правительстви кивелсе çитнĕ çурт-йĕр фондне пĕтерме ĕлĕкхи йĕркепе укçа уйăрманни пирки пĕлтерчĕ. Ку тĕллеве территорисене комплекслă майпа аталантармалли тата инфратытăма йĕркелемелли ытти программăпа килĕшỹллĕн çурт-йĕр фончĕн строительствисемпе çыхăннă мероприятисене тĕрев парса пурнăçа кĕртĕç. Пирĕн пурăнма юрăхсăр çуртсене палăртмалла, унти çынсене çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене татса памалла, хушма çурт-йĕр фондне тата тĕрлĕ енлĕ инфратытăма йĕркелемелле», — тенĕ Олег Николаев.

Республика ертỹçи муниципалитетсен программăсене ĕçе кĕртмелли нумай вăхăтлăх мероприятисене палăртмалли, вĕсене пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ çăл куçĕсене малтанах пăхса хăвармалли, строительсемпе тата инвесторсемпе халех çыхăну йĕркелеме пуçламалли пирки каланă.

ЧР строительство министрĕ Михаил Коледа пĕлтернĕ тăрăх, республикăра 2017-2022 çулсенче кивĕ 288 çурта шута илнĕ, вĕсенче 5,4 пин çын пурăнать. Программăна пурнăçа кĕртме 7,7 миллиард тенкĕ кирлĕ. «Чăваш Ен Строительство министерстви РФ строительство министерствине тата территорисен аталанăвĕн фондне республикăри юхăннă çуртсен пĕтĕмĕшле лаптăкне пĕлтернĕ. Федераци шайĕнче бюджетран уйăрмалли укçа-тенкĕ виçине шутласа палăртĕç. Мускавран килекен пулăшу калăпăшне пĕлнĕ хыççăн республикăн адреслă программине çĕнĕрен йĕркелĕпĕр», — тесе пĕлтернĕ Михаил Коледа.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code