Кăçал округра нумаях пулмасть иртнĕ эковелочупăва çемьепе хутшăнма тỹр килчĕ. Мукавран килнĕ тăвансем те юлмарĕç пиртен. Тĕрĕссипе калатăп, питĕ килĕшрĕ мана çак мероприяти. Халĕччен хам пулса курман чылай яла куçпа курса хаклама май пачĕ вăл. Ял-ял витĕр тухса хирти сукмакпа çỹресе çут çанталăк палăкĕсемпе паллашни питĕ кăсăклă пулчĕ.
Çуткỹл тата Вырăскасси ялĕсен тăрăхĕ мĕн тери илемлĕ. Уйрăмах çак вырăнсем килĕшрĕç мана. Çуткỹл ялне Çутă кỹлĕ (çут çанталăк палăкĕ шутланать вăл) илем кỹрет. Мĕн пĕлтĕмĕр эпир ку тăрăхра? Шыв калăпăшĕпе Чăваш Енри кỹлĕсен хушшинче иккĕмĕш вырăнта тăрать вăл. Кỹлĕ территорине тирпейлĕ те таса тытас енĕпе Çỹткулпе Вырăскассисем çулсеренех курăмлă ĕçсем туса ирттереççĕ. Калăпăр, Çỹткул ялĕн старости Лев Павлов пуçарăвĕпе ТОС (вырăнти общество хăй тытăмлăхĕ) йĕркелесе янă. Ял культурине аталантарса пырас тĕлĕшпе тăрăшакан Алексей Лакачов педагог-активист яла çĕнетессишĕн тĕрлĕ проектсем çырнине те палăртмалла. Çутă кỹлĕре пулă ан чактăр тесе те çак харсăрсемех тимлеççĕ. Ку, паллах, пĕччен-иккĕн тумалли ĕç мар. Çавăнпа та ялти активистсем ку ыйтупа ялти хисеплĕ ватăсемпе, пултаруллă çамрăксемпе пĕрле канашласа тăраççĕ. Ял çыннисем кашни çулах пĕр тĕвве пухăнса кỹлле вăлчасем туянса яраççĕ. Кунти халăх туслăхĕ, ăнтăлăвĕ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Çуткỹлсем çула тухнă велосипедистсене тарават кĕтсе илсе ăсатса ячĕç. Алексей Лакачов истори учителĕ çул çỹревçĕсене кунти аваллăх япалисем пирки тĕплĕн каласа пачĕ.
Вырăскасси ялне çитиччен пирĕн ушкăна Курнавăш шкулĕнчи вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хутшăнчĕç. Пысăк культура çурчĕ хыçĕнчи Çутă кỹлĕ хĕррине çитсен велосипедистсене канма ятарлă лапам йĕркеленĕ. Кунтах шăрăх кунсенче шыва кĕмелли вырăн ăсталаса хунă. Пирваях инçетрен килекен хăнасене Курнавăш территори пайĕн пуçлăхĕ Алексей Мартышкин территори ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Алексей Емельянов фермер велосипедпа уçăлма килнисене вĕри апатпа сăйлама, сăмаварпа вĕретнĕ сиплĕ чей ĕçме май туса пачĕ. Уçă сывлăшра ушкăнпа туслă калаçса ларни пирĕн асра нумайлăха юлать. Кунтах велосипедистсем культработниксем йĕркеленĕ тĕрлĕ экологи мастер-класне, шкул ачисем «Раççей шывĕ» акцине хутшăнчĕç. Культура ĕçченĕсен юрри-ташши кăмăла çĕклерĕ, инçет çула кĕскетме хавхалантарса вăй пачĕ.
Тавах эковелочупăва йĕркеленĕ округ пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен советникне Марина Вастуловăна, чупăва хутшăннă юлташсене тата пире кăмăллăн кĕтсе илсе ăсатса янă мĕн пур ялăн хастарĕсене. Çакăн евĕр мероприятисене малашне те хутшăнма кăмăл пур.
Виктор БЕЛЯЕВ. Елчĕк.