Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Чи усăллă апат

Чи усăллă апат

Пепкене кăкăр ĕмĕртесси чи тухăçлă майсенчен пĕри шутланать.

Ку вăл ача сывлăхне çирĕплетессипе тачă çыхăннă. Çапах та юлашки вăхăтра çĕршывра ултă уйăха çитмен 3 пепкерен 2-шне амăшĕн сĕчĕ тивмест. Кăкăр сĕчĕ пĕчĕк ачашăн чи усăллă апат шутланать. Вăл организма тĕрĕс-тĕкел аталанма май парать. Пыршă çулĕн сывă микрофлорне йĕркелеме, çивĕч респираторлă вирус инфекцийĕн çулне пỹлме, пуплев аталанăвне лайăхлатма пулăшать.

Вăл антитела пуртан нумай чиртен хỹтĕлет. Кăкăр сĕчĕпе çитĕнекен ачасем çулсем иртнĕ май интеллектпа çыхăннă тестсене те çăмăллăн парăнтараççĕ, вăл ытлашши ỹт илесрен те сыхлать. Кăкăр çитерекен хĕрарăмсен кăкăр тата амалăх ракĕ, чĕре чирĕ тата диабет пуçланас хăрушлăх та чакать.

Амăшĕн пепкене унăн пĕртен-пĕр апатĕнчен пистерес тесе тăрăшмалла мар.

Ирина СМИРНОВА, акушер-гинеколог.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code