Четверг, 19 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Смотр-конкурса хутшăнаççĕ

Смотр-конкурса хутшăнаççĕ

Чăваш Республикин Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви Чăваш Республикинчи ялсене симĕслентерес тата тăван тавралăха тирпей-илем кĕртес енĕпе çулсерен йĕркелекен смотр-конкурса Елчĕк муниципалитет округĕнче пурăнакан уйрăм çынсем, территори пайĕсем, шкулсемпе культура учрежденийĕсем тата ыттисем те пысăк хастарлăхпа хутшăнаççĕ.

Республика шайĕнче 5 номинаципе йĕркелекен кăçалхи смотр-конкурса та пĕр харăс 25 участник хăйсен тĕплĕн хатĕрленĕ ĕçĕсене тăратнă. Округ шайĕнче çирĕплетнĕ ятарлă комисси вара вĕсенчен чи лайăххисене суйласа илнĕ. Çапла майпа смотр-конкурсăн «Социаллă сфера учрежденийĕсен, çавăн пекех вĕсен çывăхĕнчи территорисене симĕслентересси тата тирпей-илем кĕртесси» номинацийĕнче Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă тата сусăр çынсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмĕ (заведующийĕ — Антонина Осипова), Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул (директорĕ — Лариса Васильева), Кĕçĕн Таяпари территори пайĕ (начальникĕ — Лариса Ильина), Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул (директор тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ — Алиса Смирнова), «Чечек пахчисемпе кану кĕтесĕсене йĕркелесси» номинацире Кивĕ Эйпеçри «Очаг» ТОС председателĕ Николай Кожевников, округри тĕп библиотека ( директорĕ — Алина Петрова), «Уйрăм çынсем пурăнакан урамсене симĕслентерни тата тирпей-илем кĕртесси» номинацире Аслă Елчĕкри Николаев урамĕ (Елизавета Ахмерова староста), Кивĕ Эйпеçри Тĕп урам (Николай Кожевников староста), «Нумай хваттерлĕ çуртсен çывăхĕнчи территорие симĕслентересси тата тирпей-илем кĕртесси» номинацире Елчĕкри Комсомольски урамĕнчи нумай хваттерлĕ 8-мĕш (Антонина Григорьева хăй çине яваплăх илнĕ) тата çак урамри нумай хваттерлĕ 6-мĕш çуртсем (Алина Кириллова),

«Уйрăм хушма хуçалăхри çĕр лаптăкне симĕслентересси тата тирпей-илем кĕртесси» номинацире тупăшма кăмăл тунă 11 хушма хуçалăхран 6-шне республикăри конкурсра тупăшма суйласа илнĕ. Апла пулин те вĕсене пурне те: Надежда Мисяковăна (Елчĕк), Владимир Измайлова (Кĕçĕн Таяпа), Владимир Чернова (Каркалар), Светлана Ениковăна (Аслă Таяпа), Альбина Скворцовăна (Кĕçĕн Таяпа), Николай Казакова (Кивĕ Эйпеç), Маргарита Ильинапа Елена Скирдовăна (Çĕнĕ Пăва), Владимир Муллина (Тĕмер), Галина Вениковăна (Кивĕ Арланкасси), Владимир Мясникова (Курнавăш), Елена Петровăна (Анатри Тимеш) окуруг администрацийĕн пуçлăхĕ Тав хучĕсемпе чысланă. Тăван тавралăха тирпей-илем кĕртессипе тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн чĕререн тав тунине пĕлтернĕ. Сăмах май каласан, Анатри Тимешри Елена Васильевна Петрован Артем ывăлĕ хальхи вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăнать. Амăшĕ хăйĕн чун-чĕрин пăшăрханăвне кулленхи ĕçпе лăплантарать, конкурса хутшăнма материалсене хатĕрлеме те вăхăт тупнă вăл.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code