Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче республика çыннисемпе тỹрĕ лини ирттерчĕ. Икĕ сехет ытларах пынă калаçăва тĕрлĕ информаци çăл куçĕсенче курма-итлеме, вулама май пулчĕ. Çак тапхăрта ертỹçĕ 34 ыйтăва хуравлама ĕлкĕрчĕ.
Яллă вырăнсене çывăхрах ыйтусене тишкерер-ха.
Тĕрлĕ хулапа ялта çỹп-çỹпа илсе тухассипе çыхăннă лару-тăру йывăрланнă. Кун пирки республика хаçачĕсенче маларах та çырнăччĕ. «…Халĕ тỹрĕ мар кăмăллă подрядчикпе килĕшĕве пăрахăçлатпăр», — терĕ регион ертỹçи.
Пирĕн тăрăхра аптăрамасть тейĕпĕр. Çапах та контейнерсен площадкисене йывăç-туратпа, пахча çимĕç авăрĕсемпе тултарни пысăк чăрмав çуратма пултарать. Йĕркене пăхăнасчĕ.
Çар комиссариачĕ ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене справкăсемпе тивĕçтереймен тĕслĕхсенче Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин фондне çитме сĕнеççĕ. «Ку тытăмсем урлă çакнашкал пур ыйтăва та татса пама май килĕ, çав шутра федераци органĕсене пырса тивекеннисене те», — палăртрĕ Пуçлăх. Президент хушăвĕпе нумай ачаллă çемьесене шкул тумтирĕ, çав шутра спорт тумĕ те, туянма тỹлевпе тивĕçтереççĕ.
Хуçасăр йытăсем çынсене шар кăтартни çине-çинех, çавна май чĕр чунсене вăхăтлăха тытса тăмалли пункт строительствин витĕмлĕхĕ пуррине ыйтнă. Ăна Çĕмĕрлере тума палăртнă, анчах вырăнти халăх хирĕçленĕ. Çав вăхăтрах ку ыйтăва татса парассинче кашнин яваплăх туйăмĕ пурри пĕлтерĕшлĕ. Чĕр чунсен хỹтĕлевçисен ыр кăмăллăх юхăмĕсем пирки те ырласа калаçрĕ Пуçлăх, анчах та приютсен шутне ỹстерме патшалăхăн укçа çителĕклĕ мар. Олег Алексеевич суйлама тивнине палăртрĕ: вĕсен вырăнне е ача сачĕсем, е шкулсем, е ытти социаллă объект тумалла.
Чăваш Ен Курск облаçне виçĕ гуманитари конвойĕ ăсатнă. Вăл ĕçе Елчĕксем те хастар хутшăннă. Пуçлăх шухăшĕпе, ку ĕçе хăрушсăрлăх ыйтăвне мала хурса йĕркелемелле. Донбасри кăткăс лару-тăру пуçланнăранпа вăл тăрăхран 23 çынна йышăннă. Вĕсем — республикăри тĕрлĕ службăсен тимлĕхĕнче.
Тỹрĕ линире çĕкленĕ ыйтусене яваплă органсем çывăх вăхăтра татса парассишĕн ĕçлĕç.