Тĕнче ырă çынсем çинче тытăнса тăрать, теççĕ. Вĕсем пуртан пурнăç тата илемлĕрех, çутăрах туйăнать
Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă тата сусăр çынсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмĕнче пурăнакансем çакна куллен туяççĕ тесен те йăнăш мар. Пире территори пайне кĕрекен ял хуçалăх организацийĕсем те, шкул коллективĕ те, уйрăм çынсем те пулăшу аллине тăссах тăраççĕ.
Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ тĕлне кинемейсемпе шур сухалсем патне черетлĕ ыркăмăллăх саманчĕ çитрĕ: Алина Николаевнăпа (Шуршу хĕрĕ) Дмитрий Анатольевич Константинов меценатсем пысăк уяв йĕркелесе пачĕç. Вĕсем кашнине хаклă парнесемпе, тутлă апат-çимĕçпе тивĕçтерчĕç. Пĕрлех Аслă Таяпа территори пайĕнчи юрă-ташă ăстисем те ватăсен чун-кăмăлне чăннипех çĕклерĕç: пĕрле юрларĕç, ташларĕç, ăшă сăмахсемпе хавхалантарчĕç.
Тăватă ачаллă ашшĕ-амăшĕн теветкелехĕнчен тĕлĕнме пăрахаймастăп. Епле ĕлкĕреççĕ? Вĕсен чун-чĕрери ырăлăх туртăмĕ çăл куç евĕр тапса тăрать тейĕн.
— Кунта сирĕн çав тери тирпейлĕ, хăтлă, — тет Алина Николаевна. — Хăвăр та питĕ тарават. Çакă та хистет пире сирĕн пата килме.
Иксĕлми ыркăмăллăхпа ватăсен кун-çулне тăсакансене тав сăмахĕ калас, лайăххине çеç сунас килет.
Антонина ОСИПОВА,
стационар ертỹçи.