Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пуçару проекчĕсене вĕçлемелле

Пуçару проекчĕсене вĕçлемелле

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Канашлу иртнĕ эрнери мероприятисене пĕтĕмлетнинчен пуçланчĕ. Пысăк пĕлтерĕшлисенчен пĕри — округра командăпа штаб тренировки иртни. Унăн тĕп тĕллевĕ — ăнсăртран инкек пулас пулсан ăна çухатусемсĕр сирсе ярассишĕн яваплă подразделенисем хăйсен ĕçне мĕнле йĕркелеме пултарнине тĕрĕслесси пулнă. Леонард Васильевич паянхи лăпкă мар пурнăçра службăсене уйрăмах тимлĕ пулмаллине палăртрĕ, шаннă тĕллевсене тивĕçлĕ пурнăçлассинче яваплăхпа тимлĕхе тата та ỹстерме сĕнчĕ.

Октябрĕн 4-мĕшĕнче округра Вĕрентекен кунне уявланă. Тĕп мероприяти Елчĕкри культура çуртĕнче иртнĕ. Октябрĕн 5-мĕшĕнче округ центрĕнчи стадион-площадкăра ентеше — Олимп вăййисен бронза призерне Владимир Андреева асăнса республикăри йăлана кĕнĕ хăвăрт утакансен ăмăртăвĕ иртнĕ. Çак кунах олимпиец вĕреннĕ Лаш Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул стени çине вырнаçтарнă унăн Асăну хăмине (тĕплĕнрех уйрăм статьяра).

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене 2024-2025 çулсенчи хĕллехи ăшăтмалли тапхăра хатĕрленипе çыхăннă ыйту та тимлĕхре пулчĕ. Хутăнмалли объектсем хĕллехи сезона хатĕр. Сывлăх сыхлавĕн, вĕренỹ, культура тата ытти тытăма чи малтан ăшăпа тивĕçтернĕ.

— Халĕ тĕп тĕллев — кĕркунне-хĕлле чрезвычайлă лару-тăрусем сиксе ан тухчăр тесен энергетика тата коммуналлă хуçалăх тытăмĕсене тивĕçлĕ ĕçлеттересси, — палăртрĕ Л.Левый.

Муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — экономика, ял хуçалăх тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова округри территори пайĕсенчи шута илнĕ куçман пурлăх объекчĕсен право хуçисене тупса палăртас ĕç мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Марина Николаевна Елчĕк муниципалитет округĕн 2024 çулхи январь-сентябрь уйăхĕсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн малтанлăх итогĕсем çинче те чарăнса тăчĕ.

Территори пайĕсенче халăх пуçарăвĕпе пурнăçа кĕрекен проектсене пурнăçлас ĕç малалла пырать. Паянхи куна 70 проект тĕлĕшĕпе ĕçе вĕçленĕ. Округ пуçлăхĕ юлнă проектсене вĕçлес енĕпе ĕçе хăвăртлатмаллине, тепĕр çула та проектсем хатĕрлес ĕçе хастар хутшăнмаллине каларĕ. Канашлу вăхăтĕнче ял хуçалăх ярмăрккисене ирттерес, территорисене хăтлăх кĕртес енĕпе экологи уйăхлăхне хутшăнас тата ытти çивĕч темăсене те сỹтсе яврĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code