Суббота, 16 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Вăрăм ĕмĕрлĕ пулас тесен

Вăрăм ĕмĕрлĕ пулас тесен

Пур çын та вăрăм ĕмĕрлĕ, сывă ăс-тăнлă пуласшăн. Анчах вăхăт иртнĕçемĕн çыннăн хастарлăхĕ çухалать. Пурте ватăлаççĕ. Кашнийĕшĕн çак тапхăр тĕрлĕрен килет. Шел, çамрăклăха тăсмалли эмел шухăшласа кăларман-ха. Çирĕп сывлăхлă пулма пулăшакан меслет чылай. Кун пирки Республикăри медицина профилактики, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн тухтăрĕ Елена Егорова каласа парать.

Ученăйсен шучĕпе хăçан ватăласси генетикăран килмест. Унăн тỹпи кунта 20 процент çеç. Ытларах тулашри факторсем витĕм кỹреççĕ. Этемĕн пурнăç йĕрки те пĕлтерĕшлĕ. Вăл ватлăха хăвăртлатма е вăраха яма пултарать. Пурнăç пахалăхне сывă пурнăç йĕрки, тĕрĕс апатлану, хускану, сиенлĕ япаласемпе усă курни витĕм кỹрет. Кирек хăçан та сывă апатлану йĕркине пăхăнмалла. Организма А, Д, В ушкăнри витаминсем, кальци, цинк, селен, йод, омега çăвĕ кирлĕ. Вĕсене аш-какайран, пулăран, тинĕс продукчĕсенчен, улма-çырларан, ешĕл çимĕçрен илме пулать. Кунсерен таса шыв ĕçмелле. Тăвар пĕверпе пỹрене сиенлет.

Кану тата ыйхă пирки те манмалла мар. Мĕнле çывăрнинчен чĕре, юн тымарĕ, пуç мими тата иммунитет ĕç-хĕлĕ килет. Каçхине организм канать. Пуç мими кун каçа илнĕ информацие тишкерет, энерги саппасне тултарать, сиенленнĕ клеткăсене юсать. Талăкра 7-8 сехетрен кая мар çывăрмалла, 22 е 23 сехетре çывăрма выртмалла. Маларах пỹлĕме лайăх уçăлтармалла. Пăчăра канăçсăр ыйхă аптăратать.

Кашни кун 30 минут хускану тумалла. Çакă апат ирĕлтерекен тапхăра хăвăртлатать, организма кислородпа пуянлатать, юн тымарне çирĕплетет. Ирхине зарядка тумалла, ишмелле, велосипедпа ярăнмалла е çуран утмалла.

Çамрăклăха тăсас тесен пуç мимине ĕçлеттермелле: кăсăк задачăсем шухăшламалла. Сăмахран, сăвă е ют чĕлхесем вĕренмелле, кроссвордсен тупсăмне шырамалла, савăнăç кỹрекен ĕçпе интересленмелле. Ĕмĕт-тĕллевсем яланах пулмалла.

Совет тата Раççей хирургĕ Федор Углов 103 çулччен пурăннă. Мĕн ватăличченех статьясем çырнă, вĕрентнĕ, интервью панă, дачăра ĕçленĕ, мăнукĕсемпе, кĕçĕн мăнукĕсемпе пĕрле пулнă. Федор Григорьевича Гиннес рекорчĕсен кĕнекине кĕртнĕ. Тăрăшсан кашниех вăрăм ĕмĕрлĕ пулма пултарать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code