Пятница, 15 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Лютый» тăшмана сехĕрлентерет

«Лютый» тăшмана сехĕрлентерет

Тăрăмри Николай Никандровичпа Валентина Феофановна Егоровсем тăватă ывăлпа пĕр хĕр çуратса ỹстернĕ. Пурте тăван ялта тĕпленнĕ вĕсем. Арçынсем, çав шутра ашшĕ те, çар тивĕçне пурнăçланă. Вĕсем хыççăн йăх-несĕл тăсăмĕн элчисем — Дмитрипе Алексей çĕршыв хуралне тăнă. Ытларах та: сроклă служба хыççăн çамрăксем ятарлă çар операцине хутшăнаççĕ.

Сăмахăм Алексей пирки малалла. Пĕчĕк чухнех йăрă та харсăр пулнăскер, хăй каланă тăрăх, спортра та çĕкленме пултарнă. Уйрăмах çăмăл атлетикăра. Курнавăшри вăтам шкулта Анатолий Константинов опытлă физкультура учителĕ ертсе пынипе хатĕрленнĕскер, 400 метра 49.6 çеккунтра вĕçлесе республика чемпионĕ пулса тăнă вăл. Хăйĕн çитĕнĕвне Атăлçи федераци округĕнче призера кĕрсе те çирĕплетнĕ. Ку çеç те мар. Алексей ирĕклĕ майпа кĕрешессипе районти, республикăри ăмăртусенче пьедестал çине хăпарнă. Отпуска килсен те спорт мероприятийĕсенчен пăрăнмасть. Пĕр мини-футбол турнирĕнче вăл «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята та тивĕçнĕ. Алă вĕççĕн çапăçассипе, шыв айĕн ишессипе, çарпа приклад спорчĕ енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ. Алексей шыв айĕнче 3 минут тăма пултарать.

Çар службине те, тен, Тинĕс-çар флотне лекни ахальтен мар-тăр. Матрос Çурçĕр флотĕнче «Адмирал Ушаков» эсминец çинче пулнă.

2016 çулта Тăрăм каччи каллех ятарлă тум тăхăнать, виçĕ çуллăх контракта Ульяновскри Сывлăш-десант çарĕнче пурнăçлама пикенет. Çак тапхăрта çĕршыври тĕрлĕ хуласене çарпа тактика вĕренĕвĕсене çỹренĕ вĕсем.

  • Мĕн çинчен калас? Икĕ кун та çитес çук пĕтĕмпех каласа пама, — СВО теми çине куçас умĕн пулчĕ хурав.
    Калаçу уççăн, çăмăллăнах шурĕ-ха малалла. Анчах тăтăшах «кăна çырмалла мар» тесе асăрхаттарсах тăчĕ.

Гостомель

  • 2022 çулхи февралĕн 14-мĕшĕнче пире, 200 спецназ салтакне, Белорусси территорине ăсатрĕç, — терĕ Алексей. — Сакăр кун питĕ хытă хăваларĕç, Псковри 9-мĕш ротăна хатĕрленĕ пек. 24-мĕш числара ир-ирех «вертушкăсемпе» Киевран 20 километрта вырнаçнă Гостомель аэропортне антарчĕç те çийĕнчех çапăçăва кĕтĕмĕр. Пирĕн тĕллев — тăшмана унпа усă курма памалла мар, мĕншĕн тесен наемниксен пысăк йышĕ вĕçсе килмелле пулнă. Кăткăс лару-тăрураччĕ: 1200 ытла тăшман салтакĕ хупăрласа илнĕ пире. Чылайăшĕшĕн, çав шутра маншăн та, пĕрремĕш çапăçу. Питĕ йывăрччĕ. Хамăрăн колоннăна кĕтетпĕр, вăхăтра çитеймерĕç. Çавна май 24 сехет тытса тăма тиврĕ. Эпĕ пулеметчик пулнă. Каярахпа йывăр аманнисене вертолетсемпе ăсатма май тупрĕç, эпĕ ыттисемпе бронеушкăнпа тухрăм.

Асăннă çапăçура хăюлăхпа палăрнăшăн Алексей Егоров рядовоя Паттăрлăх орденĕпе наградăланă. Каярахпа «Хăюлăхшăн», Жуков, II степень «Паттăрлăхшăн» медальсене тивĕçнĕ. «Наградăсене ахаль памаççĕ унта», — чыслав пирки сăмах пуçарсан хушса хучĕ вăл. «Гостомель» сăмах пĕр вăхăт Раççейри, тĕнчери массăллă информаци хатĕрĕсенче шавласа кăна тăнă: «Подвиг 200 российских спартанцев войдет в историю.

Недавно российские войска покинули аэродром Гостомель, который был взят штурмом передовым отрядом ВДВ РФ буквально в первые часы СВО на Украине».

Халĕ Ульяновск хулинче Гостомель десанчĕн геройĕсен урамĕ пур. Композиторсем юрăсем те хывнă. «Спартанецсене» вара «Гостомельский десант» паллăпа чысланă.

Штурмлакан подразделени пĕр вырăнта тăмасть, тĕрлĕ территорире пурнăçлать заданисене: Кременное, Бахмут (ДНР), Попасное (ЛНР), Крынки (Херсон обл.), Изюм (Харьков обл.) хулисем… Попаснойра 28-ти хỹтĕлевçĕ каллех аманать. Пĕтĕмпе вара ултă хутчен. Иккĕшĕнче çеç санбатра сипленнĕ. Халĕ ỹтĕнче, тĕрлĕ çĕрте, пуля та, осколок катăкĕсем те.

  • Хăш-пĕр чухне икĕ çулта курманнине 5 минут хушшинче куратăн, — ассăн сывламасăр пултараймарĕ «Çапăçу ĕçĕсен ветеранĕ» (16.02.2023) ята тивĕçнĕ паттăр.

Командир

Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче Егоров рядовоя кĕске отпуск хыççăн Рязане вĕренме янă. Унти Сывлăш-десант çарĕн училищинче виçĕ уйăхлăх курс хыççăн кĕçĕн лейтенант звани панă ăна. СВОра сержантсене тỹрех офицера куçарнă тĕслĕхсем пур-ха. Кунта, акă, ахаль салтак. Унăн служба стажне, çар операцийĕсенчи опытне шута илнĕ пулинех.

  • Вĕренсе пĕтеричченех кашнине урăх чаçсене ярассине пĕлтерчĕç, — хĕсметĕн çĕнĕ тапхăрне куçĕ умне кăларчĕ командир. — Унччен хăв çинчен кăна шутланă-тăк, кунта — 52-н!

Эпĕ пынă подразделенире, асăрхатăп, дисциплина уксахлать. Малтанах тĕрмере ларса тухнисене, эрехпе иртĕхме пăхакансене, вырăна лартрăм. Сăмаха ăса хывайманнисен тĕлĕшпе кĕрешỹ мелĕпе усă курма та лекрĕ. Пĕчĕккĕн йĕркене хăнăхтартăмах.

  • Чапаев шурă лашапа ялан малта пынă, Егоров офицер еплерех? — шỹтлесе кăна ыйтрăм.
  • Эпĕ те ялан малта.
  • Ун пек пулмалла мар вĕт.
  • Пĕлетĕп. Батальон командирĕ те асăрхаттарать пĕрмай… Эпĕ хыçалтан пăхса тăраймастăп çав — малта пулма хăнăхнă.

«Лютый» çапăçура хăй ертсе пырать. Кам та пулин амансан теприне хушмасть, хăех туртса кăларать, пирвайхи пулăшу парать. Окопра та, апат çинĕ чухне те салтаксемпе юнашар вăл. Пĕрлех шỹтлет. Пĕр-пĕрин хушшинче сиксе тухакан тавлашуллă самантсене татса парассинче те унсăрăн мар. Хăш-пĕр лару-тăрура çирĕп ыйтма та пултарать.

Кану тапхăрĕ усăсăр иртмест унта. Командир тактика хатĕрленĕвĕпе занятисем ирттерет, бокс енĕпе пĕчĕк турнирсем йĕркелет. Хăй те хутшăнать, паллах. Гитаристсем пуртан юрă-кĕвĕсĕр те мар. «Яльчики» те янăрать унта. Вăл вара кубинецсемпе непалецсене те килĕшет иккен.

Алексей калаçу юхăмĕнчех салтаксемпе видео мелĕпе виçĕ хутчен сăмахлама та, пире тĕрлĕ кадрсемпе паллаштарма та ĕлкĕрчĕ: блиндажри стена çинче Тăрăм ялавĕ курăнать, урайĕнче — генератор. Ăна шăпах территори пайĕнче пурăнакансем туянса панă. Алексей Олегович питĕ кирлĕ хатĕршĕн ентешсене хаçат урлă тав тума та ыйтрĕ. Вĕсене тата çĕнтерĕве çывхартассишĕн тỹпе хывакан округри кашни çынна чĕререн тав тăватпăр.

Калас пулать, ыр кăмăллăх акцийĕсене Алешăн ашшĕпе амăшĕ — Олег Николаевичпа Зинаида Ивановна та хастар хутшăнаççĕ. Вĕсене, пирваях, чăтăмлăх сунас килет.

…Хăйне пăхăнса тăракансен юратăвне çĕнсе илнĕ «Лютый» тăшмана сехĕрлентерсе шав малалла, çĕнтерỹ патне талпăнать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code