Раççей Цифра министерстви тата Федерацин нотариус палати пĕрлехи проект хатĕрленĕ.
Халĕ çынсем нотариус патне онлайн мелпе çыхăнма пултараççĕ. Çакă вăхăта самай перекетлеме пулăшать. Паянхи кун тĕлне çак сервиспа 80 пин ытла çын усă курнă ĕнтĕ. Ĕç пахалăхне 4,7 балпа хакланă. Электронлă майпа çĕршыври нотариус кантурĕсен 90 процентне çыхăнтарнă. Ку мел юридици пулăшăвне вăхăтра илме май парать.

