Округ администрацийĕн пысăк залĕнче тыл ветеранĕсене «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе — 80 çул» юбилей медалĕпе чысланă.
Малтанласа ăна 12 çын тивĕçнĕ. Округ пуçлăхĕ Леонард Левый вĕсене фронтпа тыл пĕрлĕхне тĕреклетессишĕн ырми-канми тăрăшнăшăн тав тунă, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх суннă. Шкул ачисен юрри-сăввисене те тулли кăмăлпа итленĕ ватăсем.

