Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 20 çул — контракт йĕркипе

20 çул — контракт йĕркипе

Валерий Полиевтова ача çулĕсенченех пĕлетĕп. Тăрăмри тĕп, Курнавăшри вăтам шкулсене, Мускаври уçă социаллă академине, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче магистратура пĕтернĕ вăл.

Раççей гвардийĕн Чăваш Енри Управленийĕнче службăра тăраканпа тăван ялне отпуска килнĕ май тĕл пултăмăр.

— Валерий, эсĕ çар службинче чылай çул тăнине пĕлетĕп. Мĕнле туртăм хистерĕ сана çак утăма тума?

— Ялти шкулта вĕреннĕ тапхăртах пулнă-ха ĕмĕт. Икĕ çул районта иртнĕ çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисенче отделени командирĕ пултăм. Строй хатĕрленĕвĕ уйрăмах килĕшетчĕ. Пĕтĕмĕшле зачетпа шкул команди пĕр хутчен мар призера кĕнĕ.

2004 çулта çар ретне тăтăм: Адыгей Республикин тĕп хулинче Майкопра артиллери чаçĕн оператор-топогеодезисчĕн специальноçне алла илтĕм…

— Сана пỹлсех калам-ха: çар службинче тăракана кирек кама та чунĕ тăван килне туртать. Эсĕ вара 9 уйăхранах контрактпа юлма шутланă.

— Чун туртăмĕ çапла-ха. Пирĕн пата агитаци ĕçĕпе Абхази Республикинчен офицерсем килчĕç, контракт йĕркипе службăна хăйсем патне куçма сĕнчĕç. «Хăçан пырса куратăр-ха унта тата?» — тесе кăмăла çавăрчĕç. Пĕччен кăна мар, пĕр шухăшлă пулнă хыççăн чылаййăн килĕшрĕмĕр.

— Эсĕ унта кайнăшăн ỹкĕнмен пулĕ тетĕп. Бакура «учебка» пĕтерсен манăн та службăн ытти тапхăрне шăпах Абхазире ирттерме тиврĕ. Эсĕ пулнă Гудаута хулинче пирĕн полк вырнаçнăччĕ.Вырăнĕсем чăннипех илемлĕ унта. Климат çемçе. Автоçулпа пырсан уçă лаптăксенчех аçтăрхан мăйăрĕ е пан улми татса çиме пултаратăн…

— Тĕрĕсех. Алăра автомат пулмасан çăтмахри пекех туятăн ĕнтĕ хăвна. Эпир Гудаута хулисĕр пуçне Галире, Зугдидире те пулнă.

1993 çулта Абхази территорине Грузи çарĕсем тапăнса кĕрсен питĕ нумай аркату хăварнă. Вун икĕ çултан, эпир унта куçсан та, ишĕлчĕк çуртсем сахал марччĕ-ха.

— Сирĕн мисси мĕнле пулнă?

— Пире икĕ вăй хушшинчи хирĕçỹсене сирсе мир кỹме янă. Çумра автомат пулсан та, усă курма юраман. Мĕнле те пулин хирĕç тăракан вăйсене пĕр-пĕринчен уйăрмалла пулнă. Дислокаци вырăнĕ Ингури юхан шывĕ хĕрринчеччĕ.

Çакă питĕ асра юлнă: 08.08.2008. Китайра Çуллахи олимпиада уçăлнă дата. Эпир Ингури кĕперĕ çывăхĕнче блок постра тăратпăр. Çав кун Грузи территорийĕнчен пирĕн çар колоннисем тухма пуçларĕç. Унта йĕрке тунă хыççăн хамăр енне икĕ талăк çар техникин колонни каçрĕ. Çав тери тĕлĕнтĕмĕр: мĕн чухлĕ вăй тăнă унта пирĕн!

Август уйăхĕн вĕçнелле, те ĕçĕ ăнманнине кура, Грузи Кăнтăр Осетине тапăнса кĕчĕ. Раççей çарĕ ăна та пулăшу аллине тăсрĕ.

Никама пăхăнман патшалăхсен мире тытса тăракан коллективлă вăйĕсем халĕ те пур Абхазипе Кăнтăр Осетире.

— Валерий Витальевич, 2011 çултанпа эсĕ Раççей гвардийĕн Чăваш Енри Управленийĕнче службăра тăратăн.

— Çарти контракт вĕçленсен тăван ене, çывăхарах килес терĕм. Малтан, 2017 çулччен, Росгварди шалти ĕçсен çарĕ шутланнă. Ун йышĕнче эпĕ стрелок та, аслă стрелок-пулеметчик та, отделени командирĕ те, караул начальникĕ те пулнă. 2019 çултанпа — управленин хурал ушкăнĕн командирĕ. Звани — аслă лейтенант.

— Çар ĕçĕсен ветеранĕнчен (2013 ç.) ятарлă çар операцине хутшăнни çинчен те пĕлесех килет.

— Хамăрăн управленин пĕр йышĕпе иртнĕ çулхи июнь-ноябрь уйăхĕсенче пултăмăр унта. Донецк Халăх Республикин Тельман тата Волновах районĕсенче тăтăмăр. Малалла Курск территорине кайма хатĕрленме пуçларăмăр, анчах пире Крым направленине хỹтĕлеме приказ пачĕç.

Курск облаçĕнче пулса иртнĕ лару-тăру пысăк тимлĕх ыйтать — Украинăпа чикĕленсе тăракан регионсене, çавăн пекех Крыма та кĕртес пулмасть тăшмана. Нацизм ури пирĕн çĕр çине урăх ан пусайтăр.

— Валерий, тыл пирки те пĕлтерес килет вулакана. Сирĕн çемьере виççĕмĕш ача, Михаил, çуралнине илтнĕччĕ. Саламлатăп, эппин, йăха тăсакан çитĕнет.

— Тавтапуç. Ывăл улттăмĕш уйăха кайрĕ ĕнтĕ. Мăшăрăм — Ксения — пĕтĕм вăхăтне унпа ирттерет халĕ. Асли, Надежда, 3 класс пĕтерчĕ, Екатерина ача садне çỹрет. Кĕтекенсем пур чухне чунра та канăçлă, çемье туртăмĕ çав тери вăйлă тесшĕн…

Валерий Полиевтов аслă лейтенанта III, II степень «Службăра палăрнăшăн» медальсемпе тата «Службăра палăрнăшăн» паллăпа наградăланă. 2023 çулхи пуш уйăхĕнче «Раççейĕн хисеплĕ донорĕ» ят панă. Паян 39 çулти ентеш Чăваш Енри тăнăçлăха сыхлать. Контракт йĕркипе службăра тăнăранпа виçĕм кун шăпах 20 çул çитнĕ. Приказ пулсан тепĕр хутчен хĕрỹ точкăна кайма та хатĕр вăл.

Николай МАЛЫШКИН.
Тăрăм ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code