Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республикăра наркоманипе чирлекенсен шайĕ юлашки пилĕк çул хушшинче Раççейринчен пĕчĕкрех. 2024 çулта, 2023 çулхипе танлаштарсан, наркоманипе чирлекенсен шучĕ 2,2 процент чакни палăрать. Пĕлтĕр право хуралĕн органĕсем йĕркене пăсакансенчен 543,9 кг наркотик тата психотроплă хатĕр туртса илнĕ. Палăртса хăварар, 2024 çулта халăх хушшинче ирттернĕ ыйтăмпа килĕшỹллĕн наркотик тутанса пăхма сĕнессипе çыхăннă пулăмсем 2 хут чакнă. Ыйтăма хутшăннисен пысăк пайĕ наркомани чирĕнчен асăрхаттарассинчи чи тухăçлă меслет çамрăксемпе тивĕçлĕ ĕçлесси пулнине палăртнă — 14-18 çулсенчи, социаллă хăрушлăхра пурăнакан çул çитмен ачасем уйрăмах тимлĕхре пумалла.

