Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене ăса хываççĕ

Чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене ăса хываççĕ

Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕнче Чăваш ỹнерçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕн, искусство шкулĕн преподавателĕн Наталия Филиппован тата унăн вĕренекенĕсен яппун халăхĕн кинусайга техникипе усă курса хатĕрленĕ панно, кавир тата чăваш тĕррисен куравĕ уçăлчĕ.

«Чăваш тĕррин тĕнчи» ятпа курав уçăласси пирки округра пурăнакансене малтанах пĕлтернĕрен, алă ĕçĕпе кăсăкланакан çынсем, вĕсемпе пĕрле ятарласа йыхрав панă Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулти кĕçĕн классенче вĕренекенсем палăртнă вăхăтран кая юлмасăр килсе çитрĕç.

Наталия Филиппован тата унăн вĕренекенĕсен алă ĕçĕсен ăсталăхĕпе чылайăшĕ округ шайĕнче иртекен мероприятисене хутшăннă май, паллашнă ĕнтĕ. Музейра черетлĕ курав йĕркелеме шут тытни те ахальтен пулмарĕ. Ку чухне эпир ăстаçăпа çывăхрах паллаштарассине тата ачасене маларах палăртнă кавир тĕррин ăсталăхне вĕрентессине — мастер-класс йĕркелессине тĕпе хутăмăр.

Курава хутшăнакансем Наталия Филиппова çамрăк ỹнерçĕ пирки тĕплĕнрех ăнлантарса панипе те кăмăллă юлчĕç. Хăйĕнчен: «Санра ăçтан çакăн чухлĕ пултарулăх, чун хавалĕ»? — тесе ыйтсан вăл: «Манăн пултарулăх çул-йĕрне уçаканĕ вăл манăн асанне — Марфа Михайловна Падуева», — терĕ.

Наталия Николаевна ăна аса илнĕ май çакна каларĕ:

— Чун туртăмĕ пулнах çав ĕнтĕ манăн. Шкула кайичченех çыхма вĕренес килетчĕ, аннерен те ỹкĕтлесех ыйтаттăм. Хăй вара тăтăшах яваплă ĕçре тăрăшнăран, вăхăчĕ те пулман-тăр. Çавна пула эпĕ ытларах асаннепе юнашар пулса алă ĕçĕ тума вĕренеттĕм. 2-мĕш класра вĕреннĕ чухне карас куçĕ çине хĕресле тĕрлеме вĕрентĕм — пит шăллисем тĕрлеме тытăнтăм, 3-мĕш класра йĕпсемпе çыхма, 4-мĕшĕнче пỹрнеллĕ алсиш çыхма вĕрентĕм. Асанне килти ĕçсене вĕçлесен хăй те манпа юнашар алă ĕçĕ тума ларатчĕ, 2 кунра пĕр мăшăр нуски çыхатчĕ.

…Аслă Елчĕк хĕрĕ Наталия Падуева хăйĕн чун-чĕринче мĕн ачаран тĕвĕленнĕ ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ. Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика универститетне — ỹнерпе графика факультетне — дизайнер уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Аслă пĕлỹ илнĕ специалист 2012 çултан тытăнса Шупашкарти ачасен пултарулăх центрĕнче вăй хунă. Кунта вăл ăсталăх пĕрлешĕвĕн ертỹçин — алă ĕçĕсен вĕрентекенĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Ун хыççăн ăна шăпа яла илсе çитернĕ, Элекçей Тимеш çамрăкĕпе — Андрей Филипповпа çемье çавăрнăранпа Наталия Елчĕкри искусство шкулĕнче ĕçлет.

Мал ĕмĕтлĕ, канăçсăр чун-чĕреллĕ çамрăк тăрăшнипе çак çулсенче сахал мар ача алă ĕçне вĕреннĕ — кавир тата чăваш тĕррисен ăсталăхне алла илнĕ. Наталия Филиппован вĕренекенĕсен — Юлиана Петрова, Алена Николаева, Камилла Скворцова, Камилла Львова, Валерия Доброхотова, Арина Скворцова, Виктория Филимонова, Анна Гаврилова, Екатерина Можаева, Кира Соловьева ĕçĕсем те музейри куравра тивĕçлĕ вырăн йышăнчĕç, вĕсемпе пур çын та кăсăкланса паллашать.

Сăмах май каласан, музейри курав малалла пырать. Наталия Филиппован тата унăн «ачисен» яппун халăхĕн кинусайга техникипе усă курса ăсталанă панно, кавир тата чăваш тĕррисемпе паллашас кăмăллă çынсене ĕç кунĕсенче музейра хапăл туса кĕтетпĕр. Тен, тĕрĕ ăсталăхне вĕренес текенсем те пур? Кăмăл тăвакансемпе Наталия Филиппова мастер-класс ирттерме те хатĕр. Çакăн пирки малтан 2-60-98 телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр. Черетлĕ мастер-класс февралĕн 3-мĕшĕнче кăнтăрла 12.00 сехетре пуçланать.

Светлана АРХИПОВА,
Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх
музейĕн заведующийĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Çирĕклĕ Шăхалĕнчи шкулта вĕренекенсем музейра.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code