Халăха социаллă пулăшу паракан центр йывăр лару-тăрура пурăнакан çемьесенче çитĕнекен ачасен çуллахи канăвне йĕркелесси çине пысăк тимлĕх уйăрать.
Кăçал Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерстви хула тулашĕнчи лагерьсенче канма пирĕн района 55 путевка уйăрнă. Унăн хакĕ 14318 тенкĕпе танлашать. Маларах асăннă категорири çемьесем çак путевка хакĕн 5 процентне çеç тÿлеççĕ.
Йывăр лару-тăрура пурăнакан çемьесем шутне çаксем кĕреççĕ: сусăр ача çитĕнтерекенсем; ача усрава илнисем; сахал тупăшлă çемьере çитĕнекен ачасем; нумай ачаллисем /5 е ытларах/; ачан ашшĕ-амăшĕ сусăррисем, çемьене тăрантаракан, çемьен пурăнмалли вырăнĕ çуккисем. Каласа хăварас пулать: сусăр ачасем, ăнăçсăр çемьере çитĕнекен, нумай ачаллă /5 е ытларах/ çемьери ачасем лагерьсенче тÿлевсĕр канаççĕ.
Лагере канма каяс тесен ашшĕ-амăшĕн /е саккунлă представителĕсен/ халăха социаллă пулăшу паракан центра пырса заявлени çырмалла. Çавăн пекех тĕрлĕ документсем /ашшĕ е амăшĕн паспорт копийĕ, ача çуралнин свидетельствин копийĕ, ачан страхлав медицина полисĕн копийĕ, ача инвалид пулнине, ача усрава илнине, сахал тупăшлă пулнине ĕнентерекен справкăсем/ тăратмалла.
Пирĕн адрес: Елчĕк ялĕ, Пушкин урамĕ, 1-мĕш çурт. Ыйтса пĕлмелли телефон: 2-57- 69.
З.ОРЛОВА,
центрăн çемьесемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ.