Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Унăн ĕçĕпе сумĕ чапа кайнă

Унăн ĕçĕпе сумĕ чапа кайнă

Кÿкеçри «Паха тĕрĕ» фабрикине чылайăшĕ лайăх пĕлет. Мĕнле кăна тумтир çĕлесе, тĕрĕлесе кăлармастчĕç унта: тĕрлĕ çултисем валли кĕпесемпе халатсем, кофтăсемпе юбкăсем, шарфсемпе тутăрсем, костюмсем… Чăваш тĕрриллĕ илĕртÿллĕ тум тăхăнакансенче мăнаçлăх туйăмĕ çуралнине пытарма та кирлех мар. Çи-пуç кăна-и-ха, пит шăллисемпе салфеткăсем, сĕтел сармисемпе вырăн çи виттисем тата нумай япала туса кăларнă асăннă фабрикăра. Продукцие ют çĕршывсем таранах ăсатнă. Фабрикăн филиалĕсем ăçта кăна пулман пулĕ? Вăл шутра пирĕн районта та.

Сумлă юбилей çитнĕ май «Паха тĕрĕ» фабрикăн Елчĕкри филиалĕнче ĕçленĕ çынсемпе тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ. Кĕçĕн Таяпари А.Иванова вĕрентекенĕн амăшĕ Е.Сапожникова Елчĕкре филиал ĕçлеме пуçласанах унта тăрăшнă. А.Иванова амăшне халалласа пысăках мар кĕнеке хатĕрленĕ. Унта амăшĕ тĕртнĕ палассем, вырăн çи виттисем, сак сармисем, кресло, тенкел çине витмеллисем…

— Малтанах «Паха тĕрĕ» филиалĕ Елчĕкри Красновсен килĕнче вырнаçнă. Унта ертÿçĕ пулса Афанасьева хушаматлă вырăс хĕрарăмĕ ĕçленĕ. Ун хыççăн ăстасем хăйсен ĕçне сĕт-çу завочĕ çумĕнчи çуртра малалла пурнăçланă. Эпĕ пĕчĕк чухне çав çурта темиçе хутчен те кайса курнă. Чылаййăн ĕçлетчĕç унта. Каярах Елчĕкре икĕ хутлă «Паха тĕрĕ» çуртне хăпартнă. Халĕ унта Елчĕкри вăтам шкулти пуçламăш класс ачисем вĕренеççĕ. Пирĕн анне нумай çул пир тĕртнĕ. Вăл ĕçленĕ станок халĕ Кĕçĕн Таяпари тĕп шкулти музейра упранать. Аннемĕр чире пула 1995 çулта ĕмĕрлĕхех пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Çапах та унăн пархатарлă ĕçне хакласа вăл тĕртнĕ япаласене паянхи кунчченех упратпăр.

Пир тĕртес ĕç пĕрре те çăмăл пулман. Малтан çиппине хатĕрлемелле, кумса çивĕтлемелле, унтан кĕрĕ витĕр кăлармалла. Çак ĕçе пĕччен пурнăçлама май пулман. Аннене Валя аппа, кукамай пулăшнă. Килте кивĕ документсем хушшинче аннене 1968 çулта пысăк кăтартусем тунăшăн тата участок йĕркелени 10 çул çитнĕ ятпа чысланă Хисеп грамоти те упранать.

Пĕррехинче аннене Кÿкеçе ÿкерчĕк тума чĕнсе илнĕ. Вăл «Хăяр» ятлă ÿкерчĕк шутласа тупнă. Унăн ÿкерчĕкне ĕçе кĕртсе пир тĕртнĕ. Çакăншăн ăна Хисеп хучĕ парса хавхалантарнă. Ун чухне фабрикăна А.Демидов ертсе пыни, участокăн аслă мастерĕ Е.Майкова пулни паллă. Аннепе пĕрле Анна Антонова хĕр тантăшĕ ĕçленĕ, — тесе çырнă А.Иванова хăйĕн кĕнекинче.

Елчĕкри А.Сыков асаилĕвĕнче те «Паха тĕрĕ» филиалĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлме пулать. Унăн амăшĕ А.Сыкова нумай çул вăй хунă унта.

— Анне иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсенче Сурковсен çуртĕнче мотальщица пулса вăй хунă. Темиçе тĕрлĕ хутăр туса хатĕрленĕ вăл пир тĕртекенсем валли. Пурне те хутăрпа вăхăтра тивĕçтерсе ĕлкĕртмелле пулнă унăн. Аннене лайăх ĕçленĕшĕн «Колхоз ялавĕ» хаçатра ырласа çырнине те астăватăп. Сурковсен килĕнче нумай тĕрлĕрен хутăр тунине курнă эпĕ. Вĕсене кил хуçисен мунчинче тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа пăшăхласа сăрланă. Сăрланă хутăрсене çав мунчарах типĕтсе пир тĕртекенсене леçсе панă, — каласа парать вăл.

Аслă Елчĕксем те «Паха тĕрĕ» фабрикăн филиалĕнче вуншарăн вăй хунă. Е.Индубаева пир тĕртекенре 35 çула яхăн, В.Каткова 28 çул ĕçленĕ. Ылтăн алăллă ăстасен йышне В.Молоствова, Е.Катерова, Е.Чернова, Н.Петрянкина, Н.Майкова, З.Чернова та кĕнĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçĕнче Аслă Елчĕкре те «Паха тĕрĕ» фабрикăн тĕрĕ тĕрлекенсен филиалĕ уçăлчĕ. Унта бригадир пулма мана çирĕплетрĕç. Колхоз председателĕ В.Горшков пуçарăвĕпе А.Горшкова, Н.Катина, А.Кузьмина, А.Обручкова тата эпĕ Кÿкеçри фабрикăра икĕ уйăхлăх курсра вĕренсе килтĕмĕр те ĕçе пуçăнтăмăр. Чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсем нумай, çапах пире, ачаран тĕрлесе ÿснĕскерсене, вĕренме йывăр пулмарĕ.

Чăн чăваш тĕррине тĕрлеме хăнăхни мана Елчĕкри музейра ĕçленĕ чухне те нумай пулăшрĕ. Тĕрлекенсен кружокне уçса шкул ачисене çак ĕçе алла илме хăнăхтартăмăр. Халĕ те пушă вăхăтра салфеткăсем тĕрлесе киленетĕп.

Апрелĕн 20-мĕшĕнче Елчĕкри культура çуртĕнче «Паха тĕрĕ» фабрика уçăлнăранпа 95 çул çитнĕ ятпа уяв иртет. Пурне те унта йыхравлатпăр.

В.ВАСТУЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: малтанхи тĕрĕçĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code