Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш Ен Пуçлăхĕн премине тивĕçнĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕн премине тивĕçнĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2018 çулхи августăн 16-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшÿллĕн шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадине çĕнтерÿçĕсемпе призерсем хатĕрленĕ педагогсене укçан преми парса чыс тунă.

Кăçал премие республикăри 31 педагог тивĕçнĕ. Пултаруллисен йышĕнче пирĕн районти икĕ учитель пурри кăмăла çĕклет. Физкультура, технологи предмечĕсемпе Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн призерĕсене хатĕрленĕ Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулти физкультура учительне Олег Николаевич Осипова 150 пин, Елчĕкри вăтам шкулти Сергей Витальевич Долгова 75 пин тенкĕ укçан парса хавхалантарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code