Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Ниме — халăх бюджечĕ» программăпа килĕшỹллĕн округра проектсене пурнăçа кĕртессипе ĕç малалла пырать.

Октябрь уйăхĕн вĕçĕ тĕлне 51 проектран 35-шне вĕçленĕ ĕнтĕ. Кĕçĕн Таяпара, акă, ача-пăча тата спорт площадки пĕчĕккисене йышăннă та. Унта вĕсене выляма, аслисене вăй-хала çирĕплетме майсем çителĕклĕ. Ятарлă резина сарни те сусăрланас хăрушлăхран упрать.
Пахалăхпа пурнăçланă объект 1,7 миллион тенкĕпе танлашать.
Тăрăм территори пайĕнче вара тăватă проектран тата 3-шне çывăх кунсенче комисси йышăнĕ. Хĕрлĕçыр ялĕнче Мостовая урамне 15 çул пачах юсаман. Вак чул сарса хытарассине 140 метр çеç йĕркелемелле, çапах та килен-каяншăн вăл питĕ пĕлтерĕшлĕ — «Пурнăç çулĕ» тесе хаклама пулать ăна. Ĕçе кĕртме уйăрнă сумма — 319586 тенкĕ.

