Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕ Альберт Афанасьев Мучар ялĕнче пулса ятарлă çар операцине хутшăннă Иван Григорьевпа тĕл пулнă. Ентеш салтака вĕсем «СВОн участникĕ» медаль парса чысланă.
Иван Григорьев çĕршыв умне йывăрлăх сиксе тухсан чĕри хушнипе çар ретне тăрса Раççей Оборона Министерствипе контракт çирĕплетнĕ. 2023 çулта Иван çар тивĕçне пурнăçланă чух йывăр аманнă. Çапах та аманни унăн чун хавалне хуçман. Çакăн пек хăюллă та паттăр çар çыннисем пуртан пирĕн çĕршыв çирĕп. Салтакăн Тăван çĕршыва чунтан юратнин ырă тĕслĕхĕ ку.
Округ пуçлăхĕ Леонард Левый унăн ашшĕ-амăшне тивĕçлĕ ывăл пăхса ỹстернĕшĕн уйрăммăн тав тунă, Ивана вара частарах сывалма ырă суннă.
Иван Григорьева саламлама Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕн пуçлăхĕ Инесса Воронова тата салтак амăшĕ Нина Левая (Çирĕклĕ Шăхаль) хутшăннă.

