Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çул-йĕр тума укçа уйăраççĕ

Çул-йĕр тума укçа уйăраççĕ

Республикăри çул-йĕре юсама тата çĕнĕрен тума кăçал 4 миллиард тенке яхăн укçа уйăраççĕ.

Вырăнти çул-йĕре тытса тăма, юсама республика хыснинчен — 2 миллиард тенкĕ, çĕнĕрен тума, тĕпрен юсаса çĕнетме 1,9 миллиард тенкĕ тăкакланмалла. Чи нумай укçа-тенке /1,9 миллиард тенкĕ/ Шупашкар хулине, «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» федераци программине пурнăçа кĕртме Шупашкар районне 652 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Патăрьел, Пăрачкав районĕсем ял территорийĕсене аталантарассипе федераци программине кĕнĕ май çулсене йĕркене кĕртме укçа илĕç.

Кăçал ял тăрăхĕсенче — 36 /53,5 çухрăм/, хула округĕсенче 13 /14,2 çухрăм/ автомашина çулĕ тумалла. «Чăвашавтодор» пĕрлешÿ пуçланă объектсене вĕçлеме те укçа-тенкĕ уйăрмалла. Республикăра федераци проекчĕсене хута кĕртессипе те ĕçлеççĕ. Тĕслĕхрен, «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» проектпа килĕшÿллĕн 71 çул юсамалла. Ял территорийĕсене аталантарассипе çирĕплетнĕ программăна 5 объект /14,5 çухрăм çул/ кĕртнĕ.

Иртнĕ çул ял территорийĕсене аталантарма 2,2 миллиард тенкĕ тăкакланă. Çав шутра çул-йĕр юсама, ял çыннисен çурт-йĕрне лайăхлатма, ФАПсем, ял клубĕсем, социаллă объектсем тума тата ытти те.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code